28 октября 2015 г.
Хуçалăх саланса кайсан хирсем тĕштырă вырăнне хытхурапа «савăнтарма» пуçланă. Ку çеç те мар - çамрăк вăрман çитĕнме тытăннă: кашни утăмрах хунав çине хунав. Хăшĕсем вара самаях çĕкленме ĕлкĕрнĕ. Ĕлĕкрех çăкăр çитернĕ çĕр йĕрет мар-и вара? Е эпир унран кулатпăр?Шăмăршăран темиçе çул каялла куçса килнĕ В.Митрофановăн чунне самаях ыраттарнă çакă. Кăçал Владимир Николаевич хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелеме шут тытнă. Камăн та пулин пуçарулăх кăтартмаллах вĕт. Унăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ - 150 гектар. Кăçал вăл çакăн 80 гектарне ĕçе кĕртнĕ. Тỹрех каламалла - хăйĕн вăйĕпе. Фермер 50 гектар урпа, 15-шер гектар кĕрхи тулăпа сĕлĕ акса çитĕнтернĕ. Вăтам тухăç - кашни гектартан 15-шер центнер.Тепĕр çул тухăç ытларах пулас шанăç пур. В.Митрофановăн хăйĕн техники: трактор, комбайн, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем. Кĕркунне вăл 50 гектар çĕре сухаласа, 30 гектарне дисклă сỹрепе кăпкалатса хăварнă.Митрофановсем килте йышлă выльăх тытаççĕ. Ĕçрен хăрамасть ял ачиНоябрĕн 3-мĕшĕнче - Шăмăршăра ялхуçалăх ĕçченĕсен кунĕХалĕ вĕсен икшер ĕнепе вăкăр, ултă сысна.- Ĕçлемелли нумай-ха, - тет Владимир Николаевич. - Хама уйăрса панă çĕр çинче «çамрăк вăрмана» кăкласа пĕтермелле, ытларах тырпул акса ỹстермелле.
В.АЛЕКСЕЕВ.