Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхлĕ хăрушсăрлăх урокĕ

28 октября 2015 г.

Пирĕн Чăваш Ен те хутшăнать çак мероприятие. Асăннă урокра ачасене социаллă сетьри ултавçăсен серепине çакланасран тата автор материалĕсене саккунсăр копи тăвасран сыхланма вĕрентеççĕ. Заняти ирттерме ятарлă методика сĕнĕвĕсем хатĕрлесе кăларнă.Урока пуçарса яраканĕ Федераци Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко. Вăл Раççей Федерацийĕн çумĕнчи ачасен интересĕсене сыхлас ĕçĕн Координаци канашне ертсе пырать. Пуçласа çакнашкал урок пĕлтĕр иртнĕ, унта 11 миллион шкул ачи хутшăннă.Пĕрлĕхлĕ урок проектне Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерстви, Федераци Канашĕ ырласа йышăннă. Урока хутшăнакансене вĕрентỹ онлайн-курсĕ, онлайн-викторина, ỹкерчĕксемпе эссе конкурсĕсем, тестсем сĕнеççĕ. Кашни конкурсрах баллсем пухма май пур. Пĕтĕмлетỹ декабрĕн 5-мĕшĕнче пичетре пулĕ.Проект темиçе пайран тăрать:- «Шкул ачисемпе колледжра вĕренекенсем» конкурс;- «Ача садне çỹрекенсем» конкурс;- «Цифрăллă шкул» тата «Цифрăллă ача сачĕ» хисеплĕ ята илессишĕн пыракан шкулсемпе ача сачĕсем хушшинчи конкурс.Çак номинацисенче çĕнтерỹçĕ ятне çĕршывра, хăйсен регионĕнче чи пысăк балл пухнисем тивĕçеççĕ. Вĕсене хаклă парнесемпе дипломсем парса чыслаççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех информаци çак сайтсенче тупма пулать: Единый урок безопасности в сети Интернет тата квест «Сетевичок».Аса илтеретпĕр, Раççейре 2012 çулхи сентябрьтен «Ачасене сывлăх тата аталану енĕпе сиенлĕ информацисенчен сыхласси» Федераллă закон вăя кĕнĕ. Çак саккун тăрăх паянхи кун тĕлне ачасем пăхма юраман сайтсен списокне хатĕрленĕ. «Хура списока» çак сайтсем кĕреççĕ: наркотиксене пропагандăлакан сайтсем, суицид патне илсе çитерекен сайтсем, ачасен порнографине ỹкернĕ сайтсем, экстремистла содержаниллĕ сайтсем тата ыттисем те. Ачасене пăхма юраман сайтсем тĕл пулсан 8(8352)55-17-83 телефонпа шăнкăравласа е Роскомнадзор сайчĕ çине тухса пĕлтермелле.

ЧР Информполитики тата массăллă коммуникацисен министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика