28 октября 2015 г.
Вĕсем мăшăрĕн çывăх тусĕ, ачисен шанчăклă тĕревĕ, çемье ăшшине упракансем. Кил-çуртри ĕçсемсĕр пуçне хĕрарăм тĕрлĕ отрасльте арçынпа пĕр тан вăй хурать, пур ĕçре те ĕлкĕрсе пырать. Палтиелĕнче ял пурнăçĕнче активлăхĕ пе палăрса тăракан хĕрарăмсен юбилейне ялти Культура çуртĕнче чаплăн паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче çапла ял-йышра хисепе тивĕçнĕ 5 хĕрарăма чысларĕç. Акă вĕсем: Милявше Гайнуллова библиотекарь, Роза Минеева педагог, Сирина Невметова Госстрах агенчĕ, Гульусе Сейфутдинова техслужащи, Тамара Филиппова учитель. Кашниех хăйĕн ĕçри тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçласа пынă (пенси çулне çитменнисем халĕ те çаплах), кил-çуртне çирĕп тытса пыраççĕ, ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.Акă, сăмахран, Роза Семеновна, Палтиел ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Кăçал вăл 70 çулхи юбилейне паллă турĕ, çав шутра 38 çул шкулпа çыхăннă. Ачасене химипе биологи предмечĕсене вĕрентнисĕр пуçне 6 çул Палтиелĕнчи вăтам шкул директорĕн, 21 çул воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Хăй йĕркеленĕ шкул ачисен «Асамат» ташă ушкăнне миçе çул ăнăçлă ертсе пынă. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. Пĕр концерт, пĕр спектакль унсăр иртмен. Халĕ те Роза Семеновна шкулта кĕтнĕ хăна – çамрăксене тĕрĕс воспитани парас ĕçре пулăшса пырать.Тамара Яковлевна та 60 çултан вăтăр улттăшне шкулта пурăнса ирттернĕ. Математикăна вĕрентнĕ, класс руководителĕн тивĕçне те чунтан тăрăшса пурнăçланă, аслă учитель ята тивĕçнĕ. Ташă-юрă ăсти каçсерен клуба репетицине васканă - хĕрарăмсен ансамблĕнче юрланă, ташă композицисене хутшăннă. Халĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ачине те аслă пĕлỹ панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.Халĕ 7 мăнукне ỹстерме пулăшать çемьеленнĕ ачисене. Юрлама-ташлама халĕ те юратать, концертпа урăх ялсене çеç мар, кỹршĕ районсене те тухса çỹрет.Милявше Мифтяхутдиновна пенси çулне çитнине паллă турĕ. 34 çул юратнă ĕçре – библиотекăра ирттернĕ вăл. Тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать ĕçри тивĕçĕсене сăпайлă та ĕçчен хĕрарăм. Пуринпе те тараватлă вăл. Çавăнпах пуль Мухтав хучĕсемпе пĕрре çеç мар хавхалантарнă пултаруллă библиотекаре. Юратнă мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем, мăнуксем те пур ĕнтĕ.Сирина Изгаровнана 50 çулхи юбилейпе саламларĕç Культура çуртĕнче. Ăна та ял савать, ăшă кăмăлĕшĕн килĕштерет. Госстрах агенчĕ пулса 25 çул ĕçлет, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Республика шайĕнчи Мухтав грамотисене, медаль илме тивĕç пулнă вăл. Ĕçрен пушă вăхăтра вара юрлама юратать, илемлĕ сассипе концертсенче халăха савăнтарать.Гульусе Харисовна çак йышра чи çамрăкки. Вăл хĕрĕх пиллĕкре çеç-ха. Апла пулсан та Палтиел ял тăрăхĕнче ырă ята тивĕçнĕ. Ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе палăрса тăрать. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăлне пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаççĕ. Вăл та илемлĕ пултарулăх ушкăнне çỹреме кăмăллать, обществăлла ĕçе активлă хутшăнать.Юбилярсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Нурдания Хабиуллина ăшшăн саламларĕ, «Ялăн обществăлла ĕçĕсене активлă хутшăннăшăн» Хисеп грамотипе наградăларĕ. Татьяна Долгова, ялти Культура çурчĕн директорĕ, çак мероприятине йĕркелекенĕ, хисеплĕ юбилярсене парнесемпе чысларĕ. Культура çурчĕн артисчĕсем вара вĕсене илемлĕ те янăравлă юрăсемпе савăнтарчĕç.
Н.ДОЛГОВ.