Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çутал!» акци иртнĕ

28 октября 2015 г.

«Çутал!» акци иртнĕ

Çул çинчи пăтăрмахсем ытларах каçхи тĕттĕм вăхăтра пулса иртни паллă. Çуран çỹрекенсен тумтирĕ çинче çутта тавăракан элементсем пулман.Кунта тата мĕн хытă пăшăрхантарать-ха? 57 аварире ачасем инкек тỹснĕ, ятарлă çынсем çул урлă каçмалли вырăнта та 22 хут ачасем çине автотранспорт кĕрсе кайнă.Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен территорийĕсенче кăçалхи 9 уйăхра 37 авари пулнă, 19 çын вилнĕ, 60 аманнă. Çак шутра 5 авари çуран çынсен тимсĕрлĕхĕшĕн пулса иртнĕ. Çул çинчи инкексене сирсе ярас тĕллевпе октябрĕн 12-22-мĕш кунĕсенче республикăри пĕтĕм хуласемпе районсенче «Çутал!» вунăкунлăх иртнĕ. Çак тапхăрта шкулсенче тата ача сачĕсенче çул çинче хăрушсăрлăх правилисене çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем - калаçусем, çул-йĕр тематикипе çыхăннă ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем, ỹкерчĕксен, плакатсен конкурсĕсем, Интернет-уроксемпе практика занятийĕсем – йĕркелесе ирттернĕ. Тĕттĕмленсен ачасене çутта тавăракан элементсем çыпăçтарнă тумтир тăхăнма хăнăхтармалла, ăна портфель, ачасен коляски, велосипед çине те çыпăçтармалла. Акци вăхăтĕнче ГИБДД сотрудникĕсем Г.Ивановапа Д.Кудряшов Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта ачасемпе çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх йĕркин урокне ирттернĕ. Вĕсем ачасене çул çинчи йĕркене яланах пăхăнмалли çинчен каланă, çулăн автомобиль çỹремелли пайне çуран çынсем пачах та кĕме юраманни пирки асăрхаттарнă. Çавăн пекех специалистсем шкул ачисемпе çул çинче час-час тĕл пулакан йăнăшсене тишкернĕ, çул-йĕр паллисене аса илтернĕ. Тимлĕх ачана велосипедпа çỹренĕ чухне те питĕ кирлĕ, кунта та хăрушсăрлăх йĕркине пăсма юрамасть.Вĕренекенсем урокра активлă пулнă, хăйсене интереслентерекен ыйтусене хускатнă.Патирекри тĕп шкулта та «Çутал!» вунăкунлăха хутшăнса тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕсем укçа пуçтарса шкула çỹрекен ачисем валли тĕттĕмре çутта тавăракан хăюсем туяннă, кашни класра «Шкултан киле кайнă чухне çул çинче мĕн пĕлмелле» темăпа пуху ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕсене те пухăва чĕнсе çул çинче хăйсен тĕслĕх кăтартмалли пирки асăрхаттарса каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика