28 октября 2015 г.
Концерта «Вăрманта, çырлара» халăх юррипе хутăш ансамбль уçрĕ. Куракансем хĕрсен «Çăлкуç» юрă ушкăнне те хаваспа кĕтсе илчĕç, «Тăван ял», «Ой, река» юрăсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. «Ивушка» ташă ушкăнĕ вырăс халăхĕн ташшисемпе савăнтарчĕ. Татьянăпа Николай Долговсен дуэтне кăмăлламан çын çук пуль районта. Хальхинче те вĕсем юрланă чăваш тата вырăс эстрада юррисем пурне те тыткăна илчĕç. Кунсăр пуçне Татьяна Долгова хăй çырнă сăввисемпе тата «Чун савни» ятлă çĕнĕ юрăпа паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл Галина Габитовапа шăрантарнă «Течет ручей» юрă та залра ларакансене хавас кăмăл парнелерĕ. Чи кĕçĕн артистсем – Аксинья Долговапа Олеся Макарова – «Пукане» тата «Поздравляю тебя» юрăсемпе пурне те савăнăç кỹчĕç, чĕрере ырă туйăм çуратрĕç.Концерт программине Татьяна Долгова хатĕрленĕ, ăна Галина Габитова пысăк ăсталăхпа ертсе пычĕ.Чаплă концерт вĕçленсен Васан ялĕнчи халăх музейĕн директорĕ Герман Ларшников артистсене куракансен ятĕнчен чĕререн тав турĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ.
А. ЕГОРОВА.