Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш хисепне тивĕçнĕ ватăсем

31 октября 2015 г.

Вĕсем пĕр çемьере шăкăл-шăкăл калаçса çур ĕмĕр ытла пурăнаççĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ вĕсем, кашнинех тивĕçлĕ воспитани панă. Савельевсем хăйсен ĕмĕрне вăрманпа çыхăнтарнă: Василий Александрович Карапай Шăмăршăри вăрман пунктĕнче вăрман турттарнă, Лидия Петровна станочница пулса вăй хунă. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем, ĕçри тăрăшулăхшăн пайтах Мухтав хучĕсене тивĕçнĕ. Халĕ те тивĕçлĕ канура пĕр самант ахаль лармаççĕ вĕсем, 3 ачипе 5 мăнукне вăй çитнĕ таран пулăшса тăраççĕ. Сакăр теçеткене çывхаракан ветерансем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çуллахи вăхăтра тăтăшах вăрмана çỹреççĕ - милĕк хатĕрлеççĕ, кăмпа-çырла пуçтараççĕ. Вĕсен ĕçченлĕхĕпе тирпейлĕхĕ паян кун та ял-йыша тĕлĕнтерет! Ăшă кăмăллă ватăсене ял администрацийĕ Хисеп грамотипе наградăланă.

Г.ПЕТЬКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика