31 октября 2015 г.
71 çулхи чемпион редакцине çамрăкла çăмăллăн утса килнине курсанах эпир савăнăçлă хыпар кĕтсе ун еннелле тинкеретпĕр. Çапла, пирĕн ентеш каллех çĕнтерỹпе таврăнчĕ. Хальхинче Куславкка хулинче иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Республикин уçă чемпионачĕпе Пĕтĕм Раççей турнирĕнчен. Вăл ветерансен хушшинче ылтăн Кубокпа ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Епле майпа çакнашкал çĕнтерỹсем тума пултарать-хаВладимир Петрович? Çăмăллăнах парăнаççĕ-ши кире пуканĕсем çак çулсенче? Кун физкультура хуска- нăвĕсенчен тытăнать Энтĕрьелĕнче пурăнакан чемпионăн – кĕлеткене çемçетмелле! Ирхи чупу – кашни кун 5 çухрăм вăрманти сукмакпа чупать. Хĕлле çавăн чухлех йĕлтĕрпе чупса килет. Ун хыççăн Шăмăршăри физкультурăпа спорт комплексĕнче тренажер залне çул тытать – тĕрлĕрен вăй-хала тĕреклетекен хăнăхтарусем тумашкăн. Икĕ сехете яхăн мышцăсене карăнтарать çак залра. Пĕр тренировка 25-30 тонна йывăрăшĕ йăтнипе танлашать. Йăлăхтармасть-ши çакă кашни кун? Çук, çирĕп кун йĕрки темиçе теçетке çул хушшинче йăлана кĕнĕ. Урăхла пулма та пултараймасть. Никам та пурнăç йĕркине улăштараймĕ. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе кăна киленсе лармасть вăл, çамрăксене те хавхалантарса тăрать. Юлашки çулсенче Владимир Петровичăн паха сĕнĕвĕсемпе усă курса К.Кусаинов, Н.Тепитов кире пуканĕ йăтассипе çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ. «Шкул ачисемпе ĕçлес кăмăл çук-и?» - тесе ыйтсан çапла хуравларĕ: - Вăй-халне тĕреклетес ĕмĕтлĕ ачасем шкулсенче çук мар. Пирĕн республикăра халĕ хĕрсем те çине тăрсах штанга та, кире пуканĕ те йăтса ăмăртусенче тупăшаççĕ. Шăмăршăри вăтам шкулта ку енĕпе ачасене аталантарма халлĕхе условисем çукки чăрмантарса тăрать. Пĕчĕкрех виçеллĕ кире пуканĕсем кирлĕ - 6, 8, 10, 12, 14 килограмм таяканнисем. Çаксем пулсан хаваспах яшсемпе те, хĕрсемпе те тренировкăсем ирттерĕттĕм. Хальхи вăхăтра ял ачисем те çителĕклĕ хăнăху илеймеççĕ. Эпир ачалăхра алăпа вутă татнă, вакланă, утă çулнă, пахча сапма çырмаран е пусăран шыв йăтнă пулсан, халĕ çак ĕçсене техника пурнăçлать. Ирсерен шкула кайиччен аякри пусăран (пусă урамра 1-2 пулнă) вуншар витре алă вĕççĕн йăтса шыв кỹме чупмасть паянхи шкул ачи. Хул-çурăма тĕреклетме майсем шырама тивет пулас салтаксен, Компьютер умĕнче ларса ирттериччен пушă вăхăтра урамра вылясчĕ вĕсен. Кашни ялтах тренажер залĕсем пул- сан епле аван пулĕччĕ! Пĕчĕк виçеллĕ кире пуканĕсене туянма ăçтан укçа тупмалла? Çак шухăшсем канăçсăрлатаççĕ Владимир Петровича. Тата нумай çитĕнỹсем сунатпăр Сире, хисеплĕ спорт вете- ранĕ! Района та, республикăна та чыслăн хỹтĕлеме ăнăçу пултăр!
Г.ИВАНОВА.