Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асаттепе асанне

31 октября 2015 г.

 Вĕсем - пирĕн чи юратнă та хаклă çынсем, атте-аннесем хыççăнхи çывăххисем. Мĕнлерех юратаççĕ ватăсем хăйсен мăнукĕсене, вĕсем вара - вĕсене. Çакă Чукалти ял клубĕнче пулса иртнĕ мероприятире те лайăх курăнчĕ. Уяв - уявах. Вăл юрă-кĕвĕсĕр, конкурссемсĕр иртмест. Ялти пуçламăш шкулта вĕренекенсем аслашшĕ-асламăшĕсене юрăсемпе савăнтарчĕç, хăпартлансах сăвăсем вуларĕç. Ача садне çỹрекенсем те уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Конкурссем иртнĕ хыççăн пĕтĕмлетỹ тума та май пур. Камсем-ши чи лайăххисем? Хальхинче «Супер-асанне» - Людмила Степанова, «Тавçăруллă асанне» конкурс çĕнтерỹçи - Людмила Портнова. «Чи хаваслă асанне» вара - Мария Ильичева. «Супер асатте» кам-ха? Ку номинацире Валерий Молостов чи лайăххи пулчĕ.

М.БИБУКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика