04 ноября 2015 г.
Кăçалхи фестиваль (иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ ăна) чи нумай хутшăнакансем пуласса шантарать. Мĕн кăсăклантарать-ха вĕсене? Паллах, çутçанталăк, культура, тĕрлĕ регионсен йăли-йĕркисем. Владимир Путин та географи обществине хавхалантарса тăрать. Вăл фестивале хутшăнакансем патне янă çырăва Вырăс географи обществин медиаканашĕн председателĕ Дмитрий Песков вуласа панă. Çырури тĕп шухăш – тăван çĕршыва юратни, унăн историпе интересленни тĕрлĕ профессипе тĕрлĕ ỹсĕмри çынсене пĕрлештерсе тăма пулăшни.Фестиваль Художниксен Тĕп çурчĕн иккĕмĕш хутне пĕтĕмпех йышăннă, темиçе секцисем çине пайланнă: арктикăпа тундра, çеçенхирсем, вăрмансем, сăрт-тусем, океансем, юханшывсемпе тинĕссем. Кама мĕн килĕшет - унта пулса курма пултарать. «Регионсем» секцинче Раççей географи обществин регионсенчи уйрăмĕсен представителĕсемпе пĕрлехи туризм маршручĕсем йĕркелес пирки калаçма май парать. Кунтах интересленекенсене «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕпе те паллаштараççĕ.Фестивалĕн кашни кунĕ пĕр-пĕр тематикăпа çыхăннă: этнографи, туризм, экспедици, истори, чĕрчунсене сыхласа хăварасси тата ытти те. Çавăн пекех фестиваль программинче чи лайăх документлă фильмсем курасси, мастер-класс ирттересси, лекцисем, вăйăсем, конкурссем.
Н.ИГНАТЬЕВА.