04 ноября 2015 г.
Йывăр шăпаллă пулсан та Николай Васильевич çарта пулнă, вĕренсе пĕлỹ илсе ертсе пыракан ĕçсенче - бригадирта, ял совет председателĕнче, колхоз председателĕнче - пурĕ 45 çул ытла тăрăшнă, нумай Грамотăсене, Тав çырăвĕсене, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.Чи пахи вара - ял-йыш ун ĕçне манманни, сума суни, хисеплени. Паянхи кун та ял илемне кỹрсе ларакан капмар çуртсене - ача сачĕ, ялти шкул, культура çуртне - вăл пуçлăхра ĕçленĕ çулсенче туса лартнă.Николай Васильевич питĕ сăпайлă çын, нумай калаçма, мухтанма юратмасть, унран усал сăмах нихăçан та илтмен, вăл эрех-сăрапа, пируспа туслашса курман.Паян кун та Коля тете çирĕп кĕлеткеллĕ, яштака арçын. Сăмах май каласан, вăл çамрăк чух спортсмен пулнă, уйрăмах йĕлтĕрпе чупма юратнă. Районта иртекен ăмăртусенче малти вырăна никама та паман. Паянхи кун вăл çак ăсталăха мăнукĕсенче курма тăрăшать, вăл вĕсемшĕн асатте те кукаçей кăна мар, хисеплĕ учитель тата çывăх юлташ.Николай Васильевичăн мăшăрĕ те - Лидия Георгиевна - сăпайлă та ĕçчен хĕрарăм. Вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ. Пăхатăн та вĕсем çине тĕлĕнетĕн: ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват çитнĕ-ши? Мăшăрĕпе иккĕшĕ те ир пуçласа каçчен ĕçре тăрăшнă. Лидия Георгиевна 40 çул ытла дояркăра ĕçленĕ. Килте 6 ача, ватă амăшĕ тата картиш тулли выльăх-чĕрлĕх.Анчах та ĕçчен мăшăра нимĕн те çапса хуçайман. 6 ачине те вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратнă.Паянхи кун Макаровсен ачисем ялта чи сумлă, чи пултаруллă çынсем.Çĕр çинче Николай Васильевичпа Лидия Георгиевна пек çынсем нумайрах пулсан, çĕршыв аталанса тĕрекленессе, ялхуçалăхĕ çирĕп вăй илессе шансах тăратпăр.Çак кунсенче кил хуçи 80 çул тултарчĕ. Апла пулин те унăн кашни сăмахĕ виçеллĕ те ăслă. Мĕн кăна пĕлмест-ши тата вăл? Яланах ырă ĕмĕтпе пурăннă, ырă ĕç тăвассишĕн çуннă. Паянхи кун та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тыр-пулпа тымар çимĕçсен пысăк тупăшне илес тесе çĕрпе-кунне пĕлмесĕр тăрăшать ветеран. - Ватлăха парăнма иртерех-ха, - тет вăл.
С.ПУШКИНА.Кахăрлă Шăхаль ялĕ.