04 ноября 2015 г.
Историе вара яланах асра тытмалла. Палтиелĕнчи «Хавхалану» пултарулăх ушкăнĕ фестивале «Вăрçă сăн-пичĕ» композиципе пуçларĕ. Унта - пурнăçра чăн пулнă пулăм - Андрей Васильевичпа Елизавета Никоноровна Федоровсен кунçулĕ.... Çамрăк мăшăр пĕрле пурĕ те виçĕ уйăх çеç пурăннă. Унтан - вăрçă. А.Федоров хăйĕн хĕрĕ çурални çинчен те пĕлеймен - 1942 çулта ун мăшăрĕ патне паттăр салтак хыпарсăр çухални пирки хыпар килнĕ. Ĕненмен çакна Елизавета Никоноровна - куççуль витĕр вăрçа ăсатнă юратнă мăшăрне ĕмĕрĕпех кĕтнĕ: чỹречерен куçне илмен темелле, ăна халь-халь Андрей килсе çитсе алăка шаккассăн туйăннă. Çук, юратнă çыннине кĕтсе илеймен...Çăмăл пулман салтак арăмĕн пурнăçĕ. Ĕçленисĕр пуçне Тоня хĕрне те ỹстермелле, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăлармалла вĕт. Чăваш хĕрарăмĕн чăтăмлăхĕн-чен тĕлĕнмелли кăна юлать. Юрать-ха, вăл мăнукĕсемпе, вĕсен ачисемпе савăнса юлнă...Шăпа тени-ши ку е кĕтменлĕх - Елизавета Никоноровна вилнĕ хыççăн темиçе уйăхран - киле 2008 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче кĕтмен хыпар çитнĕ, Смоленск облаçĕнчен шăнкăравланă: шыравçăсем Андрей Васильевич Федоров паттăр салтакăн юлашкисене тупнă иккен...Çак хыпара илтсен паттăрăн мăнукĕ Николай çийĕнчех инçе çула васканă. Паттăрла вилнĕ салтаксен юлашкисене асăннă облаçри Ельницки районĕнчи Ушанова ялĕнче тепĕр хут тирпейлесе пытарнă.Чăвашсен паллă писателĕн Мĕтри Кипекĕн çакнашкал роман пур: «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ». А.Федоров пиркиех каланăн туйăнать çакă... Ун пеккисем районта тата миçе-ши?Фестивальре чуна пырса тивекен сăвă-юрă та сахал мар пулчĕ. Палтиелсем тăватă номинацире чи лайăххисем пулчĕç.
Т.ДОЛГОВА.