Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тар тăкни сая кайман

07 ноября 2015 г.

Тар тăкни сая кайман

Кăçал та вăл çỹллĕ шайра иртрĕ темелле.Уяв пуçламăшĕ - ярмăркка. Кунта тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсем, уйрăм çынсем хăйсем çитĕнтернĕ, туса илнĕ продукцие сĕнеççĕ. Суту-илỹ иртнĕ çулсенчи пекех пулаймарĕ пулсан та, çынсем кăмăлсăр юлчĕç тесе калаймăн. Акă, Патирекри Р.Севрюгин сутлăха илсе тухнă купăста туххăмрах сутăнса пĕтрĕ - вăрăм черетре тăракансем, тен, кăмăлсăр та юлчĕç пулĕ. Пахчаçимĕçĕн хакĕ те пысăк марччĕ. Хальхинче аш-какай сутакансем йышлăччĕ: ĕне ашĕ, сысна какайĕ - суйла кăна. Хакĕсем пирки те калаçса татăлма майпур. Пирĕн умрах Шăмăршăри Драгуновсем килограмм хыççăн килограмм продукци сутрĕç. - Уяв тесе, тавара йỹнĕрех хакпа та паратпăр, - терĕç вĕсем. Хаксем тенĕрен, ярмăрккăра ĕне ашне килограмĕшĕн 250 тенкĕ ыйтатчĕç. Туянас текенсем вара йышлăччĕ. Васанта пурăнакан пĕр хĕрарăм вара ятарласах икĕ хур пусса тухнă. Пĕр тушки - пĕр пин тенкĕ çурă. Ытла хаклă тееймĕн. Çавăнпах тавар вăрах вăхăт выртмарĕ. Пыл та пурччĕ сутлăхра. Виçĕ литрлă банка - 1200 тенкĕ. Пылак çимĕçе илес текенсем тупăнсах тăчĕç. Пыл çĕр тĕрлĕ чиртен сыватать тесе ахальтен каламан-тăр çав. Ярмăрккăра автан та çине-çинех авăтрĕ - виççĕр тенкĕре ан шеллĕр, туянма васкăр тенĕнех туйăнчĕ. Киккириклĕскерĕн хуçи çийĕнчех тупăнчĕ. Чăхсемшĕн - чăннипех пысăк савăнăç. Ярмăркка пирки çынсем тĕрлĕрен каланине илтме тиврĕ. Хăшĕсем - кăмăллă, теприсем вара çук. Кунта, ахăртнех, çанталăк та хăйĕн витĕмне кỹчĕ пулас - çумăр пĕрĕхкелесех тăчĕ. Кун пек чухне çын хỹтлĕхелле туртăнать. Хỹтлĕх тенĕрен, Ялхуçалăх ĕçченĕсен кунĕ малалла Шăмăршăри Культура центрĕнче тăсăлчĕ. Уява çĕр ĕçченĕсем кашни ялсенченех килсе çитнĕ. Кашниех - ĕçре малта пыракансем, хастарлăх кăтартакансем. Уявра пĕрле пухăнса савăнмалăх сăлтавĕ те çук мар: ялĕçченĕсем мĕн пур ĕçсене вăхăтра вĕçленĕ, начар мар тухăç илнĕ, çитес çулхи тухăç никĕсне хывса хăварнă, çĕртме сухи тунă. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси те палăрмаллах ỹснĕ, выльăх çимине палăртнинчен ытларах та хатĕрлесе хăварнă. Выльăхсен йышĕ те ỹссех пырать. Пысăк тимлĕхре - ăратлăх.- Сĕтел çинче çăкăр, аш-какай, сĕт юр-варĕ çителĕклĕ пулни - ял ĕçченĕсен пархатарлă та сумлă ĕçĕ, - терĕ пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов. - Тайма пуç сире çакăншăн. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанма тивĕçлĕ. 2015 çулхи ĕçсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров пĕтĕмлетрĕ. - Начар мар ĕçлерĕмĕр, - терĕ вăл. Шăмăршăсем - ĕçчен халăх. Тĕрлĕ харпăрлăхри, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, килти хушма хуçалăхсем аталанса, вăй илсе пыни савăнтарать, хавхалану кỹрет. Ĕçĕмĕрсем - куç умĕнчех. Пĕр сăмахпа, тар тăкни сая кайман. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи А.Ухтияров тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Никифоров та пушă алăпа килсе çитмен. Вĕсем ĕçре малта пыракансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Çак кун район администрацийĕн Хисеп грамотисене илекенсем те йышлăн пулчĕç. Кун пек чухне чи хакли награда мар - халăх хисепĕ. Çавăн пекех, ĕçченсене «Росгосстрахăн» районти уйрăмĕн ертỹçи М.Матвеева ăшшăн саламларĕ. Уяв, яланхи пекех, хаваслă концертпа вĕçленчĕ - районти пултарулăх коллективĕсем ял ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

В.МИХАЙЛОВ.

«Кĕр парнисем» ЫТЛАРИКУН Култьтура керменĕн выставка залĕнче «Кĕр парнисем» ятпа пысăк курав иртрĕ. Ял тăрăхĕсем, шкулсемпе ача сачĕсем, тĕрлĕ организацисем хутшăнчĕç унта. Питĕ илĕртỹллĕ вырнаçтарма пĕлнĕ кĕр çимĕçĕсене ял ĕçченĕсем. Кĕркуннен юратнă тĕсĕсем – сарă-хĕрлĕ- шупка-хăмăр - хуçаланчĕç пур сĕтел çинче те. Пиçсе çитнĕ сĕтеклĕ панулми, хăйĕн йывăрăшĕпе мăнаçланса ларакан кавăн, куçа шартаракан пилеш тыткăнларĕ курава килнĕ çынсене. Пахча-çимĕçрен хатĕрленĕ кăпăшка кукăльсем епле тутлă шăршă сарса тăраççĕ тата! Çапла, темĕн те çитĕнтерме пĕлет ял ĕçченĕ! Курава йĕркелекенсем çак тем тĕрлĕ пуян сĕтелсем хушшинче чи паха та илĕртỹллĕ пахча-çимĕç сĕтелĕ тупса палăртнă- палăртнах! Пĕрремĕш вырăна учрежденисемпе организацисенчен Шăмăршăри вăтам шкул коллективĕ йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - «Ромашка» тата «Сказка» ача сачĕсем. Чăннипех те пысăк ăсталăхпа илемлетнĕ вĕсем хăйсен куравĕсене. Ял тăрăхĕсем те тăрăшса хатĕрленнĕ курава. Кунта вара Кивĕ Чукал ял ĕçченĕсене çитекенни пулмарĕ. Пуянкассипе Палтиел ял тăрăхĕсем те куçа илĕртмелле пуянлăх кăтартма пултарчĕç. Çавăн пекех кавăнпа çыхăннă композици те хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăмлăхĕпе палăрчĕ (Шăмăршăри «Тĕп библиотекăсен тытăмĕ»). Васан ял тăрăхĕн «Хаваслă пахчи» те куракансене савăнăç кỹрсе тăчĕ. Патирек ял ĕçченĕсем çитĕнтернĕ тырă-пулă, тĕрлĕрен сортлă çĕрулми хăйĕн тухăçĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Тавах сире, ял ĕçченĕсем, çĕрпе пĕлсе усă курма пултарнăшăн!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика