Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта - сыхлакан хĕрессем

07 ноября 2015 г.

Çак куна ахальтен суйласа илмен - православи чиркĕвĕ Хусанти Турă Амăшĕн иконĕн кунне паллă тăвать. Пилĕк метр çỹллĕш тимĕр хĕрессем Шăмăршă районĕн чиккисенче вырăн тупнă. Сăваплă ĕçĕн пуçаруçисем - Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ халĕ Чĕмпĕрте пурăнакан В.Столяров тата тĕн çыннисем. Хĕрессене лартнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, район çыннисем хутшăннă. Хĕрессене Карапай Шăмăршă тата Виçпỹрт Шăмăршă ял тăрăхĕсен администрацийĕсем «Строитель» ООО пулăшнипе лартнă. Хĕрессем районăн сыхлавĕн символĕсем шутланаççĕ. Пытармалли çук: юлашки вăхăтра руль умне ỹсĕрле ларнă водительсем аварисем тăвасси ỹссех пырать. Хĕрессем вара водительсене çул çинче тимлĕрех пулмаллине асăрхаттарма тивĕçлĕ. - Эпĕ пурне те Турă пилĕ пе пурăнма чĕнсе калатăп, - тенĕ Христос чĕрĕлĕвĕн Храмĕн настоятелĕ Н.Чувашов. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ О.Ефимов та çул çинче асăрхануллă пулмалли çинчен чарăнса тăнă. 

М.ЮМАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика