11 ноября 2015 г.
КĂÇАЛХИ вунă уйăхра районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 2353,5 тонна аш-какай туса илнĕ. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 0,7 процент пысăкрах. Сĕт суса илесси те иртнĕ çулхи шайран ỹсни курăнать. Çак продукцие кăçалхи вунă уйăхра 16782,2 тонна туса илнĕ. Ỹсĕм хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата килти хушма хуçалăхсенче палăрать. Чăхсенчен çăмарта илесси те пĕлтĕрхи шайран 10,2 процент ỹснĕ. Çак диета продукцине кăçал районта 5546,7 штук илме пултарнă. Уйăх пуçламăшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăхсем 8791, сыснасем 11649, сурăхсемпе качакасем 5965, лашасем 440 пуç пулнине шута илнĕ. Кайăк-кĕшĕк йышĕ вара 109210 пуç таранах.
Н.ВАЗАНОВ.