16 марта 2013 г.
РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН çыхăнупа массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров ертсе пынипе регионсенче ирттернĕ видеоконференцире ведомствăсем хушшинче электрон хутшăнăвĕсем мĕнле йĕркеленине сÿтсе явнă.
Министр палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра федераллă сервиссем ведомствăсем хушшинчи çыхăнусене йĕркелес ĕç вĕçленнĕпе пĕрех. Паянхи кун тĕлне федераллă органсен влаçĕсем 111 тĕрлĕ сведени параççĕ, 98-ăшне тĕрĕслесе пăхнă. Регионсенче сведенисен 24 тĕсĕ чи анлă сарăлнисем шутланаççĕ.
Аса илтеретпĕр: ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнăвĕсем пулăшнипе влаç органĕсенче ĕçлекенсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парас ĕçре усă кураççĕ.
Чăваш Ене илес пулсан, халĕ ĕç тăвакан 15 орган, 26 муниципалитет, 291 ял тăрăхĕ ведомствăсем хушшинчи электрон хутшăнăвĕпе усă кураççĕ, 64 тĕрлĕ патшалăх, 32 тĕрлĕ муниципалитет пулăшăвĕ параççĕ. Кунсăр пуçне республикăра информаципе паллашма ытти майсемпе те усă кураççĕ, çак шута электрон почти, факс тата курьер пулăшăвĕ кĕреççĕ.