16 марта 2013 г.
ИРТНĔ юн кун, мартăн 13-мĕшĕнче, район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче районти депутатсен пухăвĕн черетлĕ çирĕм пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта депутатсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен ертÿçисем, шкул директорĕсем, район администрацийĕн структура пайĕсен начальникĕсем хутшăннă.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев уçнă, вăлах районăн 2012 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, кăçалхи тĕллевсене палăртнă.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа район пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ М.Хамдеев сăмах илнĕ, иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Ларăва хутшăннисем район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ О.Миронова 2012 çулта район бюджечĕ мĕнле пурнăçланнипе паллаштарнине те кăсăклансах итленĕ. Ун хыççăн РФ шалти Ĕçсен Министерствин "Батыревский" пайĕн начальникĕ А.Фомин полицин Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн иртнĕ çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă.
Депутатсемпе ларăва хутшăннисем район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Э.Жамкова 2013 çулта районăн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли планне, депутатсен Пухăвĕн маларахри йышăнăвĕсене кĕртмелли улшăнусене итленĕ. Депутатсем вĕсене пĕр саслăн йышăннă. Çавăн пекех ларура хăш-пĕр пурлăха Васан ял тăрăхĕн муниципаллă харпăрлăхне куçарма йышăнса хăварнă. Депутатсем çавăн пекех районăн 2013 çулхи бюджетне тата бюджет право-хутшăнăвĕсен положенине улшăнусем кĕртнĕ.
Районти депутатсен пухăвĕн ларăвĕн ĕçне Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Е.Юшин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Никифоров хутшăннă.