Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн кулленхи ĕçсем

11 ноября 2015 г.

Калас пулать, пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – обществăпа партнерла хутшăнусем йĕркелесси. Çак ĕçре уçăмлăх пултăр тесе полици уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тăтăшах статистика информацийĕсем тăрататпăр, халăхпа ытларах куçа-куçăн тĕлпулса калаçма тăрăшатпăр. Паллă ĕнтĕ, полици сотрудникĕсен чи пысăк ĕçĕ – преступленисене уçса парасси. Çавна май право енĕпе пăсăклă ĕçсем тума пултаракан çынсене те профилактика планĕпе тимлĕх уйăратпăр. Пирĕн кулленхи ĕç - çынсен пурнăçне, сывлăхне, ирĕклĕхне сыхласси; обществăпа патшалăх интересĕсене хỹтĕлесси, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тытса тăрасси. Районта кăçалхи 10 уйăх хушшинче пурĕ 132 преступление регистрациленĕ (пĕлтĕр çак вăхăтра – 100). Преступленисене уçса парасси 89,5 процентпа танлашать. Паянхи кун тĕлне 111 преступленине уçас ĕç вĕçленнĕ (пĕлтĕр – 65). Халăх хушшинче сывлăхлă пурнăç йĕркине аталантарас тĕлĕшĕпе те самаях ĕçлетпĕр. Эрех-сăрапа туслашнине хирĕç кĕрешсе сахал мар ĕçсем туса ирттеретпĕр. Йĕркене пăсакансене преступлени тăвасран обществăлла вырăнсенче çỹреме чаратпăр. Çыннăн пурнăçĕпе сывлăхне сиен кỹрекен преступленисем ан пулччăр тесе çакнашкал преступлени тума пултаракан çынсене маларах тупса палăртма тăрăшатпăр. Ку енĕпе полици ĕçченĕсем 39 преступление малтанах палăртса шута илнĕ, çынна вĕлерес хăрушлăх кăларса тăратакан 8 преступление чарса лартнă (пĕлтĕр – 5), хĕнесе суранлатас 27 преступление сирсе янă (пĕлтĕр - 24). Çавăн пекех судра пăхса тухма 80 материал тăратнă. Çак кăтартусем Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕ обществăра тĕреклĕх, йĕрке тытса тăма пултарнине çирĕплетсе параççĕ. Юлашкинчен полици тытăмĕнче хастар ĕçлекен хăшпĕр сотрудниксен ячĕсене те асăнса хăварас килет: полици майорĕсем В.Димитриев, Г.Идрисов, Н.Тепитов; полици аслă лейтенанчĕ А.Викторов; полици лейтенанчĕсем А.Азизов, А.Пыркин, О.Димитриева. Çавăн пекех тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсене те ырă сăмах калас килет. Акă вĕсем, йĕрке хуралĕнче ырми-канми ĕçленĕ ветерансем: Е.Сетриванов, Н.Мульдияров, В.Дмитриев, К.Махмутов, А.Алексеев, В.Петров, В.Гаврилов, В.Харитонов тата ыттисем те. Пурне те уяв ячĕпе саламла- тăп, пурнăçра çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп!

В.АГЕЕВ, полицин Шăмăршă районĕнчи пайĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика