11 ноября 2015 г.
Ман шутпа, полици лейтенанчĕ сарлака хул-çурăмлă, хулăм саслă, команда пама юратакан хĕрарăм пулмалла. Кабинетне кĕрсенех ăнлантăм: питĕ сăпайлă, çепĕç саслă чипер хĕрарăм иккен Ольга Анатольевна!О.Димитриева лейтенант кунта 2008-мĕш çултанпа ĕçлет. Юриспруденци наукине малтан техникумра, кайран Чăваш патшалăх универсичечĕн юристсене хатĕрлекен факультетĕнче шĕкĕлченĕ. Вĕр-çĕнĕ дипломпа тăван района килсе çитсен (Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ вăл) пирвай милицинче патрульпе пост службин рядовойĕ пулса ĕçленĕ. Ку çĕнĕ должноçра вара – тишкерỹ, планлас тата тĕрĕслев ĕçĕн инспекторĕн тивĕçĕнче - икĕ çула яхăн çеç ĕçлет. Апла пулсан та кĕске вăхăтрах сотрудниксен хушшинче ĕçченлĕхĕпе, пуринпе те килĕштерсе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе палăрма ĕлкĕрнĕ. Пур информацие те вăхăтра хатĕрлесе кирлĕ çĕре çитерсе тăрать, ĕçе тĕплĕн, тăрăшса пурнăçлать. Пĕчĕк е пĕлтерĕшлех мар япала çук уншăн. Пурне те шута илет, пухса пырать. Пурнăçри тĕрлĕрен йĕркесĕрлĕхе сирсе ярас ĕçре епле паха енсем Ольга Анатольевнăн: тирпейлĕх, çыпăçулăх, тăрăшулăх. Паянхи ĕçсене вĕçне çитермесĕр кабинета хупса тухса каймасть нихăçан та – ырана нимĕн те хăвармалла мар! Килтисем мĕнле кĕтсе илеççĕ-ха ĕçрен кая юлса çитекен хĕрарăма? Юрать-ха, çемьере ăнланаççĕ ăна. Мăшăрĕ те пĕр тытăмрах ĕçлет – полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ. Вăл яланах пĕр шухăшлă унпа, килте пĕчĕк хĕрĕ тем пек кĕтсен те. Çук, мĕн тесен те хĕрарăм ĕçĕ мар пек туйăнать полици штабĕн сотрудникĕн тивĕçĕ. Илĕртỹллĕ сăн-питлĕ Ольга Анатольевна, лейтенант пакунĕн çăлтăрĕсене йăлтăртаттарса лараканскер, çапла шутламасть. Ачаранпах ĕмĕтленнĕ вăл йĕрке хуралĕнче ĕçлеме. Шкула çỹреме пуçличченех. «Дядя Степа» милиционер çинчен çырнă кĕнекене пăхмасăр пĕлнĕ, ун пекех ырă кăмăллă та хăюллă, пурне те пулăшакан пулма хатĕрленнĕ. Шкулта пулас специальноçпа çыхăннă предметсене çине тăрсах вĕреннĕ. Вăй-халне те çирĕплетсех тăнă - физкультура урокĕсенче тăрăшсах чупнă, кĕлеткине тĕреклетнĕ, спорт вăййисене хутшăннă. Çапла, пĕрре те ỹкĕнмест вăл çак профессине суйласа илнĕшĕн. Нумай паха енсем курать шанса панă тивĕçĕнче: пĕлĕве ỹстерсех пыма май пурри, тĕрлĕрен организацисемпе хутшăнса пĕрле ĕçлеме хăнăхни, темле кăткăс ĕçе те вĕçне çитерме вĕренсе пыни. Пурнăçра та кирлĕ вĕт-ха çаксем! Полицин Шăмăршă районĕнчи пайĕн ертỹçи С.Агеев О.Димитриева ĕçне кĕскен çапла хакларĕ: - Питĕ кăмăллă эпир хамăрăн коллективра пултаруллă та ăшă кăмăллă сотрудник ĕçленĕрен. Пурте килĕштереççĕ Ольга Анатольевнана, пуринпе те тарават вăл, ĕçне те юратса, тĕплĕн пурнăçласа пырать. Полици ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе сире, пысăк пуласлăхлă лейтенант Ольга Анатольевна!
Г.ИВАНОВА.