Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ăçта вилĕм сутаççĕ - пĕлтер!»

11 ноября 2015 г.

ÇИЙĔНЧЕХ - пĕр тăхтаса тăмасăр! Ноябрĕн 16-мĕшĕнчен вара Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Ăçта вилĕм сутаççĕ - пĕлтер!» акци пуçланать. Республикăра пĕрремĕш хут кăна мар иртет вăл. Акцин иккĕмĕш тапхăрĕ ноябрĕн 27-мĕшĕччен тăсăлать. Пĕрремĕш тапхăра пĕтĕмпе 2200 ытла çын хутшăннă. Акцин тĕп тĕллевĕ - наркотиксемпе усă курассине чакарасси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шутне чакарасси. Чăваш Республикинчи наркотиксене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ĕçлекен Федераци Управленийĕ çынсене акцие активлăрах хутшăнма чĕнсе калать. Ăçта наркотиксемпе усă кураççĕ е сутаççĕ - çийĕнчех тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле. Психикăна сиенлекен хутăшсем пирки те çакнах каламалла. Наркопритонсем ăçта вырнаçни, наркотиксем сутакан точкăсемпе наркоманипе çыхăннă преступленисем çинчен «шанăç телефонĕпе» 8(8352)23-01-00 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Лини талăкĕпех ĕçлет, кам шăнкăравланине вăрттăнлăхра тытаççĕ. Халĕ наркомани социаллă-криминаллă проблема шутланать. Кунта наркопреступноçпа кĕрешмелли çĕнĕ майсем шырани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пропаганда ĕçне те вăйлатмалла. 

И.АНИСИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика