Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кĕр сăри» - уяв парни!

11 ноября 2015 г.

«Кĕр сăри» - уяв парни!

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен чăвашсем мĕн авалтан пĕрле пуçтарăнса савăнăçлă канма юратнă. Çакăн пек кĕрхи уявсенчен пĕри – «Кĕр сăри». Ăна йĕркелесе ирттерекенĕ Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Васанти краеведени музейĕн директорĕ Герман Ларшников. Кивĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ эстрада артистки Светлана Яковлева пулăшнипе уява Шупашкартан Ф.П.Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищин фольклор уйрăмĕнче вĕренекенсен «Янтал» фольклор ушкăнĕ те килсе çитнĕ. Уяв ялти пĕтĕм ватти-вĕттине пуçтарнă теме те юрать. Хĕрарăмсем тахçан малтан хатĕрленсе тăнă çак куна – çамрăкраххисем ятарласа чăваш çи-пуçĕ çĕлеттернĕ, аслăрах çулхисем арчинче упранакан, йăхран йăха куçса пыракан тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕписене, мăя, сурпан таврашсене тирпейленĕ. Кĕр сăрине çĕнĕ сăрапа, хавас юрă-ташăпа ирттернĕ пирĕн асаннесемпе асаттесем. Халĕ те асьялсем çак йăла- йĕркепех ирттернĕ уява: кăпăклă сăра та астивнĕ, хĕр ташши те ташланă, темиçе ĕмĕр каяллах несĕлсем «Кĕр сăри» каçĕнче юрланă «Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм...» юрра та киленсе шăрантарнă. Пухăннă ял халăхне уявсен ячĕпе Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин саламланă, ырлăх-сывлăх суннă. Уяв концертĕнче тĕп хуламăртан килнĕ çамрăк артистсем те хутшăннă, хавас юрри-ташшипе куракансен чĕринче ырă туйăм çуратнă, чăн-чăн чăваш культурипе киленме май панă. Студентсен пултарулăхĕ вырăнти артистсен ташă-юрă ăсталăхне те вăратнă – вĕсем те хĕрсен ĕлĕкхи «Аххаяс» ташшипе, хавас такмаксемпе куракансене тыткăнланă. Мероприяти вĕçленсен республикăри Халăх пултарулăхĕн çурчĕн пай пуçлăхĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Светлана Лаврентьева сăмах илнĕ. Вăл Герман Ларшникова çакнашкал чаплă уяв йĕркеленĕшĕн тав сăмахĕ каланă, чăваш йăли-йĕркисене сыхласа хăварас енĕпе пысăк тăрăшулăх кăтартнине па- лăртнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин хăнасене савăк кăмăл парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав тунă, «Янтал» фольклор ансамблĕн ертỹçине - Людмила Петуховăна - ĕлĕкхи уява ирттерме хутшăннăшăн Хисеп хучĕ парса чысланă. Çавăн пекех вăл Светлана Лаврентьевăна та нумай çул хушши «Мерчен» тата «Тевет» ушкăнсемпе туслă çыхăну тытнăшăн тата ырă сĕнỹсемпе пулăшса пынăшăн Тав хучĕпе наградăланă. Малалла уяв хĕлхемĕ курма килнисем çине те куçнă – чылайччен ташă-юрă, так- максем янăраса тăнă Кивĕ Шăмăршăри культура çуртĕнче. И.Ендиерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика