Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ юбиляра - салам сăмахĕсем

11 ноября 2015 г.

Энтĕрьелĕнче йышлă çемьере çуралса ỹснĕ вăл, çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче иртнĕ. Çак ỹсĕмри ачасем мĕн кăна тỹсмен-ши? 1939-мĕш çулта ашшĕне колхоза кĕме килĕшменшĕн ĕçренех (вăл Пăчăрлă Пашьелĕнче шкул тунă çĕрте платник пулса ĕçленĕ) тытса кайса тĕрмене хупса лартнă. Унтан тек киле таврăнайман... Тăван ялти «Мотор» колхозра 12 çултах пуçланнă Александра Ширшлинан (хĕр чухнехи хушамачĕ) ĕç биографийĕ. Çитĕннисемпе пĕртан уй-хир ĕçĕсене хутшăннă - тырă вырнă, утă-улăм хатĕрленĕ. Вăрçă пуçлансан 16 çултах вăрман каснă çĕрте вăй хунă. Çăмăл теме çук çак ĕçе - кунне икĕ çыннăн алăпа 6 кубла метр йывăç касса тỹнтермелле пулнă. Вăхăтпа ĕçлемен ун чухне – тул çутăлсанах тытăннă та мĕн каçчен вăрманта ирттернĕ. Тỹснĕ, нăйкăшман, çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнă. Çав çулсенчех Елчĕк районне аслă çул çине чул сарма та, Буинск хулине чукун çул тума та илсе кайнă çамрăксене. Канашри завода та икĕ хут çуранах кайса килнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ĕç суйласа тăма май пулман – ăçта хушнă, унта кайнă. Ĕçлесси те мар, выçлăх нушалантарнă çынсене. Çăкăра ĕçлекенсене те виçеллĕ кăна панă. Юр кайса пĕтсенех çу каçиччен крахмал, тĕрлĕрен курăк пуçтарса пашалу пĕçерсе хырăма улталакаласа пурăннă. Выçăпа вилекенсем те пайтах пулнă. Александра 1945-1950-мĕш çулсенче химлесхозра сăмала пуçтарнă, икĕ витрепе кун каçа мĕн чухлĕ чĕртавар алă вĕççĕн йăтман-ши? 1950-мĕш çулта Çĕнĕ Шăмăршă каччипе Николай Кондратьевпа пĕр çемьене пĕрлешсен вăл уй-хир бригадине ĕçлеме куçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоза тĕрлĕ ĕçе çỹренĕ. Пур ĕçе те тĕплĕн, пысăк яваплăхпа пурнăçланă. Ачисене те – 5 хĕрпе 2 ывăл çуратса ỹстернĕ вĕсем! – пĕчĕкренпех ĕçе юратма вĕрентнĕ. Мăшăрĕпе 62 çул килĕштерсе пурăннă, шел, виçĕ çул каялла Николай Николаевич чире пула уйрăлса кайнă. Халĕ ватлăхне Галина хĕрĕн çемйипе пурăнса ирттерет. Хисеплĕ Александра Константиновнана 90 çулхи юбилейĕпе район администрацийĕн тата ял тăрăхĕн специалисчĕсем саламланă. Хăйĕн йышлă çемйи – ачисемсĕр пуçне 15 мăнукĕ, 10 кĕçĕн мăнукĕ – чун-чĕререн çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунать.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика