16 марта 2013 г.
БИАТЛОН ăмăртăвне ватти те, вĕтти те килĕштерет. Йĕлтĕрпе чупни кăна мар, пăшалтан та персе лектермелле. Эх, телевизорпа биатлон ăмăртăвĕсене курнă чух çĕр-шыв спортсменĕсемшĕн мĕн чухлĕ пăшăрханмастпăр-ши;
Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çитес çулта Сочире иртекен Хĕллехи Олимпиадăна халалласа тата "Сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса вĕренекенсем хушшинче биатлон йĕркеленĕ. Ăмăртусене йĕркелекенĕсем шкул директорĕ Юрий Ермолаевпа физкультура вĕрентекенĕ Иван Сабаев пулнă. Паллах, ытти вĕрентекенсем те хĕрринче юлман.
Тупăшĕ питĕ интереслĕ те хĕрÿ пулнă, пурте çĕнтерÿшĕн талпăннă. Ăнăçлă перекенсем, хытă чупакансем малти вырăнсене йышăннă. Вĕсем – Павел Столяров, Михаил Васильев, Федор Амосов, Елена Иванова, Юля Купташкина, Екатерина Андреева (9-11 классем хушшинче); Евгений Симуков, Александр Лукьянов, Артем Денисов, Даша Еремеева, Анна Петрова, Таня Карпова (5-8 классем хушшинче). Ăмăртусене хутшăннă ачасен кăтартăвĕсене хушса класс командисем мĕнлерех вырăнсем йышăннине те палăртнă. Вăтам классем хушшинче саккăрмĕшсем – пĕрремĕш, çиччĕмĕшсем – иккĕмĕш, пиллĕкмĕшсем – виççĕмĕш, аслă классенчен 10-11 классем – пĕрремĕш-иккĕмĕш, тăххăрмĕшсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.