16 марта 2013 г.
– Питĕ илемлĕ эсĕ. Пĕр-пĕр чаплă рекламăри фотомодель евĕрлех. Санпа, вун саккăрти пикепе, хуть ăçта кайсан та питĕ ăмсаннă пулĕччĕç мана.
– Гена, эсĕ ытлашши ÿстерсе каланă пек туйăнать мана.
– Çук, çук. Ку пĕрре те ÿстерсе калани мар.
– Эсĕ хăв та килĕшÿллĕ арçын. Хĕрарăмсем тиркемелле мар сана.
– Эх, çулсем пĕр сисĕнмесĕрех пĕрин хыççăн тепри хыçа тăрса юлаççĕ. Тата çулталăк çурăран хĕрĕхе те çитетĕп. Пуçăмри йышлансах пыракан кĕмĕл çÿç пĕрчисене курсан, кăмăл пусарăнать.
– Кĕмĕл çÿç арçынна илемлетет, теççĕ.
– Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Çапах та унсăр тата лайăхрах.
Çăмăл автомашина общежити подъезчĕ умнех çитсе чарăнчĕ. "Çепĕç сăмахĕсене чăнласах е кĕçĕр ман патăмра çывăрсах каяс тĕллевпе каларĕ-ши вăл; – çиçĕм пек мĕлтлетсе илчĕ Оксана пуçĕнче. – Общежитири пÿлĕме кĕме ăнтăлмасан юрĕччĕ хуть..."
– Ну, Оксана, паянлăха уйрăлар пулĕ вара, – ун еннелле тайăлса алăка пĕр сассăр уçрĕ Гена. – Ыран сана ĕç хыççăн каллех леçсе яма ирĕк памăн-и;
– Хăвăн кăмăлу.
– Тавтапуç. Апла пулсан, ыран сакăр сехетре кафе умĕнче пулатăп. Кĕтетĕн-и;
– Кĕтетĕп.
– Ырă сăмахушăн тепĕр хут тав тăватăп. Ыран ирпе ирех "ГАЗель" автомашинăпа Чĕмпĕрти пĕр фабрикăна таварсем тиеме тухса каятăп, ăна пушатсан тÿрех сан патна кĕретĕп. Сывă пул апла.
– Ыранччен.
Автомашина каялла чакса çул çине тухрĕ те часах автомашинăсен çутинче курăнми пулчĕ. "Общежитие кĕресси пирки сăмах та тапратмарĕ, апла пулсан, ырă шухăшпах çÿрес ĕмĕтлĕ-ха вăл ман патăма", – картлашкасем тăрăх виççĕмĕш хутри пÿлĕмне хăпарнă май шутларĕ Оксана. Кĕçĕрхи кĕтмен-туман çĕртен килсе тухнă тĕл пулу унăн чĕрине тÿпери йăлкăшса çунакан çăлтăр евĕр çутă шанăç кÿчĕ.
х х х
Калаçса татăлнă пекех, шăпах сакăр сехет тĕлĕнче кафе умне "ГАЗель" автомашина çитсе чарăнчĕ. Кунĕпех руль умĕнче ларса, тавар тиесе-пушатса ĕшенни Генăн хусканăвĕ-уттинче самаях сисĕнет. Çапах та тулли питĕнче йăл кулă палăрать. Аллинче вара... шĕл кăвар пек хĕмленекен гладиолуссем! Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче, пĕтĕм тавралăх симĕс кавирпе витĕннĕ вăхăтра, çеçке çурнă чечексем ытла та хитре курăнаççĕ çав. Çак чуна тивекен ÿкерчĕк Оксана чĕрине çамрăклăх романтикин хĕмĕпе ялкăштарчĕ. Унра алăкран кĕрекен Генăна ыталаса илес кăмăл-туйăм шампански эрехĕ пекех чашкăрса хăпарчĕ, анчах та Оксана, çакна хĕрарăм сăпайсăрлăхĕ вырăнне хурса, вырăнтан та хускалмарĕ.
– Ырă каç пултăр, Оксаночка! Ку – сан валли, – алăран гладиолуссен çыххине тыттарса, питрен çепĕççĕн чуп туса илчĕ Гена.
– Тавтапуç, – терĕ Оксана, чечексен ырă шăршипе киленсе. – Чăрманмалла марччĕ...
– Темех мар ку, – хулпуççирен ерипен сĕртĕнчĕ Гена. – Чĕмпĕрти пасара ятарласах кĕрсе тухрăм. Сан валли пĕр ырă сĕнÿ те пур манăн: халĕ çĕрлехи "Ностальжи-классик" клуба кайса ларар мар-и; Кĕçĕр республикăри паллă эстрада юрăçисем те юрлаççĕ унта, ăста ташăçăсем те пулаççĕ. Çĕрĕпех музыкантсем тĕрлĕ инструментсемпе выляççĕ. Иксĕмĕрĕн ташлама та май пулĕ. Унтах апатланăпăр.
– Пĕлместĕп, тем тумалла ĕнтĕ... – тÿрех татса калаймарĕ Оксана.
– Кашнийĕнчех питĕ интереслĕ унта, клуба кайнăшăн пĕрре те ÿкĕнмелле пулмĕ.
– Юрĕ, кайăпăр вара. Ыран манăн канмалли кун, ĕçе каймалла мар...
Вĕсем зала кĕрсе юр пек шап-шурă çиттиллĕ сĕтел хушшине вырнаçса ларнă чухне сцена çинчи çурма тĕттĕмре темле юрăçă микрофонпа пыр çурăлса каясла кăшкăрса юрлатчĕ, ун таврашĕнче çурма çарамас пикесем вăрăм урисене куракансем умĕнче илĕртÿллĕн тăскаласа та хулă пек авкаланса ташлатчĕç. Çакнашкал лару-тăрăва пĕрремĕш хут лекнĕрен-и, Оксанăна малтанласа питех килĕшмерĕ кунта. Анчах та вăл çакна Гена умĕнче палăртмасăр тăчĕ, йĕри-тавралла тĕпчевлĕн пăхкаласа, кăмăллăн кулкаларĕ.
–Хăвăра мĕн пама хушатăр, Геннадий Витальевич; – туфлин вăрăм кĕллипе шаклаттарса сĕтел умне пырса тăчĕ пит-куçне çăра писевпе витнĕ официантка. Гена умĕнче вăл сахăр евĕр ирĕлсе кайманни кăна, çав вăхăтрах Оксана çине вара хулăн тутине тăсса йĕрĕнчĕклĕн пăхса илчĕ. Ахăртнех вăл ăна хулара предпринимательсем çумне куршанак пек çыпăçакан юххасенчен пĕрин вырăнне хурса йышăнчĕ пулас.
– Тархасшăн, ăшаланă какайпа хĕрлĕ вăлча икшер порци тата пĕр пулăштух шампански эрехĕ парăр, – меню хучĕ çине пăхса заказ пачĕ Гена.
– Хаваспах, – терĕ те официантка, васкавлăн прилавок еннелле шаклаттарса кайрĕ.
– Пĕлетĕн-и, хĕрарăмра мĕн ытларах килĕшет мана; – куçран тÿррĕн пăхса калаçрĕ арçын. – Унăн сăпайлăхĕ тата хăйĕн упăшкине никампа улăштармасăр хĕрарăм тасалăхĕпе парăнса пурăнни. Каçар та, тен, вăл санăн çывăх тантăшу пулĕ, Наташа евĕр йăхăл-яхăлсем килĕшмеççĕ мана. Унашкаллисем качча кайсан та лăпланмаççĕ, май пулсанах тепĕр арçын ытамне чăмаççĕ.
– Ĕçри юлташ кăна вăл манăн.
– Апла пулсан лайăх. Унпа çывăхлансан пăсăласси те часах. Мĕншĕн пуçларăм-ха эпĕ çак темăна; Камăн мĕн ыратать, çавăн пирки калаçать тенешкел, хĕрарăм ултавне хам çинче чăтса ирттертĕм. Çавна пулах арăмран уйрăлтăм. Вăл вăхăт-вăхăт таçта кая-кая çухалнине сискелеттĕм-ха эпĕ. Предприниматель ĕçĕпе пурăнма пуçласан, кăштах укçа пуçтарсан отставкăна тухнă уголовлă шырав офицерĕпе тĕл пулса калаçрăм. Вăл палăртнă суммăна тÿлерĕм те офицер тепĕр уйăхран мана арăм пирки тĕп-тĕрĕс сведенисем пама шантарчĕ. Тĕлĕнмелле мар-и-ха çакă; Хам курортра пĕр уйăх каннă хушăра манăн арăм хусах арçын хваттерĕнче çирĕм икĕ хутчен пулнă! Малтанласа ĕненес те килмерĕ çакна. Хам тепĕр хулана тавар тиеме кайнă пек туса, çак офицер планĕпе килĕшÿллĕн вăрттăн хваттерти çывăрмалли пÿлĕмрех ярса тытрăм вĕсене.
Ывăлпа хĕр, тав Турра, пĕве кĕрсе пыраççĕ ĕнтĕ. Çемье валли икĕ пÿлĕмлĕ хваттере хăварса, хам урăххине, виçĕ пÿлĕмлине туянтăм.
– Упăшка пур çинчех тепринпе явăçнине эпĕ те чунтанах сивлетĕп, – сăмах хушрĕ Оксана. – Ун пек çÿрес пур, качча та тухмалла мар пĕрех хут.
– Ара, качча кайнă хĕрарăм сумлăрах мар-и вара; Унашкаллисен ячĕшĕн упăшка та пултăр, айккинче тепĕр арçын та тăтăр. Питĕ тĕлĕнетĕп эпĕ хăш-пĕр арçынсенчен. Арăмĕ тепринпе çÿренине пĕлсе тăрсах, уйрăлма шутламаççĕ те. Тăвансенчен, ачасенчен аван мар, теççĕ. Пире унччен çапларах моральпе пурăнма хăнăхтарнă пулнă. Çемье – общество ячейки. Авланнă – тÿс, чăт. Арăм теприне иленнĕ-и – уйрăмлăх çук. Мăшăрпа уйрăласси – буржуазирен юлнă кивĕ йăла-мĕн. Ан тив, арçын хăйпе хăй асаплантăр, нервăсене пула чир-чĕре кайтăр, хăйĕн пурнăçне таттăр. Халĕ, телее, саманине кура, ку енĕпе общество шухăш-кăмăлĕ улшăнса пырать ĕнтĕ...
– Эсир каланине пĕтĕмпех илсе килтĕм, Геннадий Витальевич, – терĕ официантка, сĕтел çине тулли турилккесемпе шампански кĕленчине лартса. Кусемшĕн халех шутласа парас-и;
– Шутлăр, – хушрĕ предприниматель, пиншакĕн шалти кĕсйинчен хулăн бумажник кăларса.
Официантка Гена тăсса панă хут укçана саппун кĕсйине хăвăрт кăна пĕтĕрсе чиксе, ытлашшине тавăрса парам пекки туса, питĕ вăраххăн чакаланма пуçларĕ.
–Тавăрса пама кирлĕ мар, – аллине каллĕ-маллĕ сулкаларĕ предприниматель.
– Ой, ытла та ырă кăмăллă-çке эсир, Геннадий Витальевич. Тавах сире, тавах, – пуç тайрĕ çамрăк хĕрарăм. – Сире хамăр патăрта яланах ырă сунса кĕтетпĕр.
– Ку эрехе çак тĕнчере эсĕ пурришĕн ĕçетпĕр, – Оксанăна тулли фужер тыттарчĕ Гена. – Тĕрĕссипе, хамăн пурнăçăмăн пĕлтерĕшне пĕр санра кăна куратăп эпĕ.
Пĕр-пĕринпе шаклаттарса ĕçнĕ хыççăн Гена татах та хăюлланчĕ, хăйĕн пурнăçĕпе предприниматель ĕçĕ-хĕлĕ пирки çăвара карса итлемелле каласа кăтартрĕ. Кун хыççăн çине тăрсах Оксанăна хăйĕнпе ытларах паллаштарма ыйтрĕ. Çакă ытахальтен кăна пулманнине, ĕç-пуç арçын унран хăйĕн аллине пама ыйтасси патнелле сулăннине хĕрарăмăн шалти туйăмĕпе тÿрех сисрĕ Оксана.
(Малалли пулать.)