Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăсăясене хĕл каçма пулăшар-и?

14 ноября 2015 г.

Кăсăясене хĕл каçма пулăшар-и?

Çак кун пирĕн тăрăхра хĕл каçакан вĕçен кайăксене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Уяв майĕпе «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче «Кайăксене хĕлле апат парăр» акци пуçланчĕ. Асăннă акцие чăн малтан «Аленушка» ача садне çỹрекенсем активлă хутшăнчĕç. Вĕсем наци паркĕнче вĕçен кайăксем çинчен нумай пĕлчĕç, ирĕкре пурăнакан кайăксен ячĕсене ỹкерчĕксем тăрăх астуса юлчĕç. Пĕчĕк çутçанталăк тусĕсем кайăксене хĕлле мĕнле апатлантармалли çинчен ыйтса пĕлчĕç. «Экоцвет» ачасен экологи пĕрлешĕвĕн членĕсем те акцие хастар хутшăнчĕç. Вĕсем экологи калаçăвĕнче вĕçен кайăксен пурнăçĕпе интересленчĕç, хĕллехи вăхăтра вĕсене епле пулăшмаллине вĕренчĕç. Чи кирли халь – вĕçен кайăксене хĕлле выçăпа вилесрен сыхласа хăварасси. Тутă кайăк темле сивве те тỹсме пултарать, çавăнпа та пирĕн пурин те ирĕкре хĕл каçакан кайăксемвалли сырăшсем туса çакмалла, унта вăхăтра апат хурса тăмалла. Атьăр-ха пурте çак акцие хутшăнар, пỹрт-çурт таврашне сырăшсем çакса кайăксене хĕл каçма пулăшар!

Н.ИГНАТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика