Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çыншăн ялта ĕç нумай

14 ноября 2015 г.

Çурçĕр тата хĕвеланăç енчен кăна тăван район çĕрĕсемпе чикĕленсе тăрать вăл, ытти енче йĕри-таврах - Тутар Республикин Пăва тата Çĕпрел районĕсен çĕрĕсем тăсăлса выртаççĕ. Ял тăрăхĕнче - 79 ача вĕренекен пĕтĕмĕшле тĕп шкул, 40 ача йышăнакан ача сачĕ, «Восход» ялхуçалăх производство кооперативĕ, çемье тухтăрĕн офисĕ, моделлĕ библиотека, Çветтуй Николай Чудотворец чиркĕвĕ. Суту-илỹ валли 5 лавкка тытса тăраççĕ, виççĕшĕ - уйрăм çынсен.

Кунта паллă çынсем нумай

МĔНЛЕ пурăнать-ха республикипе паллă çынсем çитĕнтернĕ ял тăрăхĕ? Кунта Чăваш патшалăх универсичечĕн пĕрремĕш ректорĕ С.Сайкин, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Г.Большаков, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Молодцыгина, ЧР ялхуçалăхĕн тавативĕçлĕ ĕçченĕ М.Ухваркин, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем Ф.Тяпушов, З.Свеклова çуралса ỹснĕ. Шăмăршă районĕнче пуçласа РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ ятне тивĕçнĕ Н.Патов та çакăнта кун курнă. Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçин çумĕн тивĕçĕнче ĕçленĕ, район историйĕ çинчен калакан «Как ты хороша, родная Шемурша» кĕнеке авторне В.Максимова кам пĕлмест-ши? Район администрацийĕн пуçлăхĕнче чылай çул ĕçленĕ В.Фадеев та çак çĕр çинче çуралса аталаннă. Халĕ епле пурăнать ял ĕçченĕ? Çак тĕллевпе эпир ĕçлĕ çулçỹреве тухрăмăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ, ял халăхĕн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Паллах, район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялăн пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ çĕрпе çыхăннă. Çĕр хресченшĕн - тĕп ĕç вырăнĕ. Унпа пĕлсе усă курсан, ĕçлеме ỹркенмесен, çăкăр-тăварлă та пулăн, сĕтел çинчен аш-какай та татăлмĕ. Ял тăрăхĕнче ĕне усракансен йышĕ чакмасть-ха – 200 пуçран та иртет. Хăшĕсем темиçе ĕне те тытаççĕ. «Сĕт сутнă укçапа пурăнатпăр та, - пĕлтерет Лариса Николаевна.- Кашни литр сĕтрен 15 тенкĕ тупăш илни те кулленхи расхута саплаштарма самаях пулăшать». Çамрăк çемьесене çакă тивĕçтереймест ĕнтĕ - çурт-йĕр çавăрмалла, ачисене вĕрентмелле – вăй-питти арçынсем аякри хуласене ĕçлеме çỹреççĕ. Мĕн тăвăн, ĕç вырăнĕсем çитменни хистет. Пур-ха Анат Чаткасра улма типĕтмелли цех, анчах та пĕчĕк вăл, 12 çынран тăракан бригада пĕтĕм ĕçе пурнăçласа пырать. Тата ĕçĕ те кĕркуннехи уйăхсенчех вĕçленет. Ĕçлекенĕсенчен чылайăшĕ, хуçи И.Гафаров Çĕпрельтен пулнăран, кỹршĕ республикăран. Тонна ытла «чипси» хатĕрлеççĕ суткара, 20-шер тонна хатĕр продукцие хут михĕсемпе ăсатаççĕ. Пăс кăларса ларакан цехри ĕç шавĕ темшĕн шухăша ячĕ. Çакнашкал мини-заводсем хамăрăн районта урăх уçмамай çук-ши? Урăх регионти бизнесменсем мар, хамăрăн та мал ĕмĕтлĕ пулсан епле аван пулĕччĕ. Хальлĕхе вара ку енĕпе урăххисем пуçаруллăрах пулни пăшăрхантарать.

«Çак çурта лартма лотерей билечĕ пулăшрĕ»

АКĂ эпир Степановсен хуçалăхĕнче. Выльăхсем нумай усраççĕ: лаша, ĕне, сыснасем. Халь кăна икĕ сысна пусса тирпейленĕ – кил хуçи хĕрарăмĕ Евгень аппа сивĕнсе çитеймен какайран аш рулечĕ хатĕрлет. Пилĕк ача – 2 хĕрпе 3 ывăл - çитĕнтернĕ вĕсем. Пурте çемьеллĕ - 11 мăнукпа 1 кĕçĕн мăнук чуна илĕртеççĕ ватлăхра. Килĕнче халь иккĕш кăна тăрса юлнă. Кĕçĕн ывăлĕ çемйипе юнашар çуртра кỹршĕллĕ пурăнать – пĕчченлĕхе туймаççĕ Степановсем. Ытти ачисем те хуласенчен килсех çỹреççĕ. Валентин Георгиевич малтан шофер пулса ĕçленĕ, 1983 çултанпа мăшăрĕпе иккĕшĕ те мĕн пенсие тухиччен колхозра пăрусем пăхнă. Сăмах май, Евгень аппа фермăра 14 çултах ĕçлеме пуçланă. «Халь ырлăх, - тет 72 çулхи кил хуçи, сăмахсене ерипен шутарса, - пỹрт ăшă – газпа ыр куратпăр, апат-çимĕçсĕр лармастпăр. Пĕтĕм ĕç те мăнуксене ỹстерме пулăшасси тата çулла хур-кăвакал астăвасси. Эпĕ çемьепе телейлĕ, ачасем çине пăхса савăнатăп. Вĕсем те ĕçе юратаççĕ, урисем çинче тĕреклĕ тăраççĕ. Телей курмах çуралнă пуль тетĕп хама. Çак çурта лартма (пысăк та хăтлă çуртне ытарлăн куçĕпе пăхса çаврăнчĕ вăл) лотерей билечĕ пулăшрĕ! ДОСААФăн 50-пуслăх билечĕпе 1973 çулта «Москвич» автомашина выляса илме тỹр килчĕ. Ăна сутрăм та çĕнĕ пỹрт тунă çĕрте усă куртăм. Халĕ акă мăшăрпа ылтăн туя хатĕрленетпĕр – 50 çул пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр вĕт! Çак шăматкун ялти клуба чĕнетпĕр сире те пирĕнпе пĕрле савăнма!»

Кил-çурчĕ тĕрĕ ăшĕнче

КАШИЦЫНСЕМ ялта хисеплĕ çынсем шутланаççĕ, тĕреклĕ хуçалăхпа пурăнаççĕ, тирпей-илем юратаççĕ. 36 çул пĕр çемьере Петр Давыдовичпа Валентина Николаевна, 4 ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кашни ывăлĕ икшер дипломпа, иккĕшĕ Шупашкарта Шалти ĕçсен министерствинче майор званийĕпе ĕçри тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхтерсе ỹстернĕ ачисене Кашицынсем, спортпа явăçтарнă. Çакă та питĕ пулăшнă ĕнтĕ вĕсене палăртнă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме. Хăйсем те, тивĕçлĕ канура пулсан та, ĕçсĕр ларма пултараймаççĕ: выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ (лаша, ĕне, вăкăр, 5 сысна ами, сурăхсем, хур-кăвакалсем), пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕсем ĕрчетеççĕ. Валентина Николаевнан чун йăпатмăш юратнă ĕçĕ пур – тĕрĕ ăсти вăл. Кил- çурчĕ тĕрĕ ăшне путнă тесен те юрать. Кĕркуннехи ăмăр çанталăк аса та килмест вĕсен килĕнче – йĕри-тавра хитре чечексем, ачаш чĕрчунсем. Халĕ те тĕрлемесĕр пурăнаймасть вăл – чăваш саппунне тĕрĕ çипписемпе чун кĕртет.

Ачасем кунта ашшĕ-амăшне тупнă

ЕФИМОВСЕН çемйи çамрăк-ха. Çĕнĕ пỹртне те тин çеç туса пĕтернĕ – пурăнма куçайман-ха. Кил хуçи - Александр Николаевич – газпа хутакан оператор - ĕçрен пушă вăхăтра каскалама-савалама юратать. Çапла майĕпен пĕчченех икĕ хутлă çурт хăпартса лартнă вăл. Чăн-чăн ăста строитель! Мăшăрĕ Ирина Евгеньевна вара - çемье вучахне упракан. Пур çĕре те ĕлкĕрет: "Восход" хуçалăх ĕçне те хутшăнать, кил- çуртне те тирпейлет, тутлă апат-çимĕç те хатĕрлет - виçĕ ачине тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чун-чĕререн тăрăшать. Ултă çул каялла ача çуртĕнчен виçĕ тăлăха илсе килнĕ вĕсем мăшăрĕпе. Яна уйăх çурăри ача, Дана - иккĕре, Максим - 6 çулта пулнă. Халь вĕсем çак çуртра ашшĕ-амăшне тупнă, çемье ăшшине туйса илнĕ. Ачасем пурте шкула çỹреççĕ, вĕсене кашни каç киле панă ĕçсене пурнăçлама амăшĕ пулăшать. Ăшă кăмăллă, çепĕç чунлă хĕрарăм пĕтĕм вăй-халне усрав ачисене парать. Усрав теме те çук, тăванран тăван вĕсем халь Ефимовсемшĕн.

Ял халăхĕ вулама пăрахман-ха

ÇАМРĂКСЕМ пушă вăхăта епле ирттереççĕ-ши? Вĕсем, вăхăт каç енне сулăнсан, шкулти спортзала пуçтарăнаççĕ. Н.Зыков физкультура учителĕ ачасене кăна мар, шкул пĕтернĕ çамрăксене те хапăл тусах йышăнать. Ан тив, сывлăхшăн усăллă ирттерччĕр вĕсем пушă вăхăтне, тĕрлĕ спорт вăййисенче выляса киленччĕр! Кĕрешме юратакансемшĕн те условисем пур кунта - ял çамрăкĕсем С.Тяпушов, И.Майоров, О.Еремеев пулăшнипе ятарлă спорт кавирĕ туяннă. Л.Нянин учитель тăрăшса ертсе пырать халь кĕрешỹ секцине. Тата çамрăксене каçсерен ялти клуб дискотекăна йыхăрать. Клубăн çỹлти хутĕнче – моделлĕ библиотека. А.Лукианова кĕнекесене çỹлĕксем çине тирпейлĕ вырнаçтарса тухнă. Халь вулакансем çук тесшĕн-и? Шкул ачисем тăтăшах класĕпех илемлĕ литература кĕнекисене суйлама килеççĕ. Учительсем Н.Ухтиярова, Е.Ильина, В.Зиновьев çирĕп ыйтаççĕ вĕренекенсенчен – вуласах пулать! Пенсионерсем те вулама юратаççĕ хĕллехи пушă вăхăтра. Акă О.Петрова, Н. Степанов, В.Псаров пĕрмаях килсе çỹреççĕ библиотекăна. Хĕрарăмсем вара каçхи ĕçсем вĕçленсен Алевтина Геннадьевна библиотекарь йĕркеленĕ «Шурăмпуç» фольклор ансамбльне васкаççĕ – чăваш юррисене юрласа киленеççĕ. Калас пулать, çак ансамбле пултарулăхне кура районти пур мероприятисене те йыхравлаççĕ. Ял пурнăçĕнче тĕрлĕрен ыйтусем сиксе тухаççĕ, çапах та вĕсене ял тăрăхĕн ертỹçисем вăхăтра татса пама тăрăшаççĕ. Акă тепĕр çул Молодежная урамри çул çине вак чул сармалла, ĕне-выльăха шыв ĕçме кĕтỹ çỹрекен вырăнта пĕве чавтармалла – планпа пăхнă ĕнтĕ. Анчах укçа- тенкĕ епле çитермелле? Çак ыйтусем канăçсăрлантараççĕ паян ял тăрăхĕн пуçлăхне. Ял пуласлăхĕшĕн тупатех пуян опытлă пуçлăх - Лариса Николаевна. Туйсем те кĕрлесех тăччĕр, çĕн кайăксем те çемьесене вĕçсе килсе час-часах савăнтарччĕр тесен - пулатех!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика