18 ноября 2015 г.
Кăçалхи октябрĕн 8- мĕшĕнче пирĕн районта 100- мĕш ача çуралнă. Аист Пайминсен туслă çемйине ывăл ача илсе килнĕ. Ачан ашшĕ-амăшĕ – Шăмăршăра пурăнакан Алексей Анатольевичпа Алина Владимировна Пайминсем – çемьене виççĕмĕш ача хутшăннăшăн çав тери телейлĕ. Степанăн аслă аппăшĕсем - 14 çулхи Еленăпа 9 çулхи Мария – шкулта вĕренеççĕ. Степан Пайминăн пĕрремĕш документне - çурални çинчен калакан свидетельствинерайон администра- цийĕн ЗАГС пайĕнче чаплă лару-тăрура пачĕç. Çак мероприятие хутшăннă Пайминсен йышлă тăванĕсем, район адми- нистраци ĕçĕсен управляющийĕ Л.Портнова, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Дмитриев, пенси фончĕн управленийĕн специалисчĕ Н.Ильина ашшĕ-амăшне ача çуралнă ятпа ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Çавăн пекех ЗАГС пайĕн ертỹçи Татьяна Матвеева та тин çуралнă Степана сывлăхлă ỹсĕм, телейлĕ пуласлăх сунса ырă сăмахсем каларĕ. Уява «Аленушка» ача садне çỹрекен ачасем юрă-ташăпа илем кỹчĕç.
Т.МАТВЕЕВА, районти ЗАГС уйрăмĕн ертỹçи.