Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 çул пĕр çемьере!

18 ноября 2015 г.

Нивушлĕ çур ĕмĕр те иртнĕ-ши туйра шур пĕркенчĕк айĕнче савăнса та вăтанса лар- нăранпа? Тин çеç пĕрремĕш ачине мăшăрĕпе иккĕш чĕрке çине лартса апат çиме хăнăх- таратчĕç... Питех те хăвăрт иртеççĕ-çке çулсем, ытла та хăвăрт! Хаваслăхĕпе пĕрле йывăрлăхĕсем те пулман мар ĕнтĕ. Пĕрне-пĕри ăнланни, вăхăтра йăпатса тăни пулăшнă тĕрлĕ самантсенче. Çур ĕмĕр килĕштерсе пурăннă, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă телейлĕ мăшăрсене – Евгения Федоровнапа Валентин Георгиевич Степановсене, Зоя Тихоновнапа Анатолий Александрович Юнкеровсене, Зоя Ивановнапа Николай Борисович Ухорскисене ялти клубра ял администрацийĕ, йышлă тăванĕ, кỹршĕ-арши ăшшăн саламларĕ. Кашни çемьен хăйне майлă истори, кашниех тĕрлĕрен йывăрлăхсене çĕнтерсе хăйĕн телейне тупнă. Вĕсен ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Ĕçлессе те сехетпе мар, иртен пуçласа каçчен, ĕç укçисĕрех ĕçленĕ. Çăмăл ĕç шыраман. Аса илмелли пайтах... Çапах та пуçа усман, çутă ĕмĕтсемпе пурăннă, ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшнă. Акă Степановсем мĕн пенсие тухичченех фермăра пăрусем пăхнă – канмалли кунсем те, уявсем те çук выльăхсемшĕн. Кашни кун миçе хут çитермелле-ха вĕсене, пĕчĕкскерсене? Килти хуçалăхра та ĕлкĕрсе пынă – иккĕн иккĕнех çав! Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ вĕсем – икĕ хĕрпе виçĕ ывăл. Пурте çемьеллĕ - 11 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук тăсаççĕ йăх-тымара. Пурте ĕçчен, ял умăнче ырă ята тивĕçнĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ чăн-чăн телей! Юнкеровсем пĕр-пĕрне ачаранпах пĕлнĕ – пĕр урамра ỹснĕ, пĕр шкулта вĕреннĕ. Çитĕнсе çитсен пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине ăнланса илнĕ, ĕмĕрĕпех пĕрлепулма пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çапла таса юратуран пуçланать те ĕнтĕ чăн-чăн тĕреклĕ çемье. Виçĕ ывăл ỹссе аталаннă çак çемьере. Халĕ вĕсен те çемйи- сем ĕнтĕ. Асаттепе асаннен паянхи куна тăхăр мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнукĕ. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ вĕсене пурнăçра тĕрĕс çул кăтартса тăрать. Ухорскисем те аллă çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăннăшăн шăпине тав тăваççĕ. Тата нумай çапла пĕр-пĕрин çумне таянса ырлăх курмалла пултăрччĕ! Ашшĕ-амăшĕ туйра пилленĕ сăмахсене асра тытса пурăннă вĕсем ялан, юратăва упранă, ачисемшĕн халĕ те тĕслĕх пулса тăраççĕ. Тăватă ачине – икĕ ывăлпа икĕ хĕрне - чун ăшшине, вăй-хăватне панă вĕсем. Халĕ 8 мăнукĕ савăнтарать ватăсене. Юбилярсем çак кун нумай- нумай саламсем йышăнчĕç. Ял çыннисен ячĕпе Лариса Николаевна Петрова саламларĕ вĕсене, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çавăн пекех уява вырăнти «Шурăмпуç» тата Пуянкасси ялĕн «Аххаяс» фольклор ушкăнĕсем илем кỹрсе тăчĕç, хăйсен юрри-ташшисемпе хавас кăмăл парнелерĕç.

А.ЛУКИАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика