21 ноября 2015 г.
Ушкăнсем районти тĕрлĕ ялсенче пулнă, çынсемпе курса калаçнă. В.Доброхотов Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкул- ача садĕнче пулнă май, спорт залĕпе, столовăйпа кăсăкланнă. Вĕсенче хăшпĕр çитменлĕхсене асăрханă вăл. Вĕренỹ управленийĕн представителĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура В.Доброхотовпа пĕрле килнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов çапла каланă: - Пирĕн тĕл пулу - лайăххи çинчен калаçасси çеç мар, малашлăх ыйтăвĕсене палăртасси те. Виçпỹрт Шăмăршăран Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Доброхотов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Пуянкассине килсе çитнĕ. Тĕлпулăва пухăннисем тĕрлĕрен çивĕч ыйтусене хускатнă. Министр вĕсене татса пама пулăшма шантарнă. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче районта ку чухнехи нумай актуаллă ыйтусене сỹтсе явнă. Сăмахран, чи пĕлтерĕшли - çитес çул Ĕçлекен çын çулталăкĕ пирки. Çавăн пекех, 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çырăвĕ иртмелле. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те манмалла мар - вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсем кăçал республикăра сахал мар пулнă, вăл шутран пирĕн районта та темиçе тĕслĕхе регистрациленĕ. Информаци кунĕнчи тепĕр ыйту - Пĕтĕм Раççейри граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнасси. Кăçал вăл декабрĕн 14-мĕшĕнче иртмелле. Информаци кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи А.Ухтияров тата район администрацийĕн пай пуçлăхĕ В.Дмитриев Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче пулнă, унти администраци, шкулпа ача сачĕн коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă. Юрист пулнă май, А.Ухтияровран пулăшу ыйтакансем те тупăннă. Чăваш Республикинчи стандартизаципе метрологи центрĕн регионти центрĕн директорĕ С.Абрамов Пăчăрлă Пашьелĕнче йĕркеленĕ тĕлпулу та ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ.
М.ЮМАНОВА.