21 ноября 2015 г.
Акци çуран çынсен пурнăçĕ- пе сывлăхне сыхлас, водительсем çул урлăкаçса çỹремелли вырăнсенче йĕркене епле пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе иртнĕ. Пытармалли çук, çул урлă ăçта килнĕ унта чупса каçакансем çав-çавах тĕл пулаççĕ-ха. Хăш-пĕр водительсем вара çул урлă каçмалли вырăнсенче хăвăртлăхне чакарма «манса каяççĕ». Пурте васкаççĕ! Çавна пулах çул çинче инкек-синкек пулас хăрушлăх тухса тăма пултарать. Пирĕн районта та иртрĕ çак акци. Çынсем йышлă каçса çỹрекен вырăнсенче çул-йĕр патрулĕн сотрудникĕсем пулчĕç, хăрушсăрлăх йĕркине пăснă 3 тĕслĕхе тупса палăртрĕç. Аса илтеретпĕр: çуран çынсене çул-йĕр правилисене пăснăшăн 500 тенкĕ, водительсене, ятарлă вырăнсенче çынсене каçма чăрмав кỹнĕшĕн, 1500 тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ.
Г.ИВАНОВА, полицин ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.