21 ноября 2015 г.
ФЕДЕРАЛЛĂ налук инспекцийĕ - 25 çулта. Пирĕн çĕршывра налук тỹлесси 19-мĕш ĕмĕртенпех пырать. 1990-мĕш çултанпа ятарлă инспекци туса хуни Раççейре çĕнĕ рынок хутшăнăвĕсемпе çыхăннă. Налук службин ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ те яваплă, çапах та унăн тĕп ĕçĕ – тĕрлĕ шайри бюджета тивĕçтересси. Бюджет системинче чылай организацисем ĕçлеççĕ – вĕрентỹ, сывлăх, культура... Вĕсене тытса тăма шăпах налук инспекцийĕ пулăшать те ĕнтĕ. Шăмăршăри районсем хушшинчи Федераллă инспекцийĕн уйрăмĕнче паян виçĕ çын ĕçлет. Вĕсем çак ĕçре самаях пуян опыт пухнă, палăртнă плана çулсерен вăхăтра тултарса пыраççĕ. Н.Ильина пай пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Кунта вăл 1992-мĕш çултанпах вăй хурать. Наталия Валентиновна Ульяновскри ялхуçалăх академийĕнче «Бухучет тата аудит» специальноçĕпе аслă пĕлỹ илнĕ. Кăçал та 10 уйăх хушшинче патшалăх хыснине планпа пăхнинчен ытлашшипех укçа-тенкĕ хывнăшăн вăл çав тери кăмăллă – 50 миллион та 210 пин тенкĕ! Çак налук укçи пĕтĕмпех ĕç укçи, пенси, пособи тỹленĕ çĕре каять. Инспекторсем кунĕпех çул çинче – налук пуçтарасси саккунпа килĕшỹллĕн епле пурнăçланса пынине тĕрĕслесех тăрас пулать. Налук тỹлекенсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парасси те вĕсен тивĕçĕ. Хăш-пĕр предпринимательсем ĕç вырăнĕсене тата ĕçлекенсене тĕрĕсех кăтартманни те тĕл пулать – вĕсемпе кашнинпех уйрăммăн ĕçлеме тивет. Çав вăхăтра коррупципе те кĕрешеççĕ, тĕрлĕрен тĕрĕслев ĕçĕсем ирттереççĕ. Пултаруллă сотрудниксем ĕçлеççĕ налук инспекцийĕнче. Акă З.Кудряшова - тĕрĕслев уйрăмĕн инспекторĕ. Вăл та çирĕм çул ытла ĕçлет çак тивĕçре, аслă пĕлỹллĕ. Зиля Сафатдиновна ĕçре яланах тăрăшуллă, хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать. Галина Витальевна Русская ĕçĕ пирки те ырă сăмахсем çеç каламалла. Вăл налук тỹлекенсемпе питĕ сăпайлă, пур ыйтусем çине те тĕплĕ хуравлать, справкăсемпе документсене хатĕрлеме кирлĕ сĕнỹсем парать. Çапла, вĕсем кашни кунхи ĕçĕпе бюджета саплаштарма пулăшса тăраççĕ. Бюджетра ĕçлекенсене, тивĕçлĕ канури пенсионерсене вăхăт- ра шалу, пенси парса тăрас ĕçре вĕсен тỹпи самаях пысăк. Професси уявĕ ячĕпе сире, налук инспекцийĕн ĕçченĕсем!
Г.КАЗЯНОВА.