Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çтаппан тете - çĕр çулта

25 ноября 2015 г.

Çтаппан тете - çĕр çулта

Иккĕмĕш ĕмĕрпе пурăнакан çĕнтерỹçĕ-салтак республикипех паллă çын пулса тăчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çакă: паянхи çамрăксене çĕршыв историне кам каласа кăтартĕ? Вăрçă тата ĕç ветеранне саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, унăн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Петьков тата çутĕç пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров килсе çитнĕ. Владимир Васильевич юбиляра Раççей Президенчĕ Владимир Путин янă саламлă çырăвĕпе пĕрле асăнмалăх парнесем панă. - Эпир сирĕн вăрçăри тата ĕçри çитĕнĕвĕрсемпе савăнатпăр. Сирĕнпе тивĕçлипех мухтанатпăр та, - тенĕ В.Денисов Степан Максимовича саламласа. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов та юбиляра çак çула çитнĕ ятпа ырлăх-сывлăх суннă. Степан Борисовăн пурнăçĕ çĕршывăн йывăр çулĕсемпе çыхăннă. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче империализм вăрçи вăхăтĕнче хресчен çемйинче çуралнăскер (1915), çĕршыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă паллă ĕçсене лайăх астăвать. Граждан вăрçинче ашшĕне çухатнă вăл, пĕчĕккĕллех çурма тăлăх тăрса юлнă. Часах амăшĕ те çамрăклах çĕре кĕнĕ... 1940-мĕш çулта С.Борисов çар ретне тăрать. Ку самантра вăл çемьеллĕ пулнă ĕнтĕ, вĕсем мăшăрĕпе икĕ хĕр ỹстернĕ. 1941-мĕш çулхи июньте вăл çар тивĕçне пурнăçласа киле таврăнма ĕмĕтленсе тăнă. Анчах ĕлкĕреймен - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Финлянди чиккинче тăракан пограничниксемпе пĕрле вăл та фашистсене хирĕç пыракан вăрçа хутшăннă. Çапла Степан Борисов Ленинград фронтне лекнĕ. Унпа пĕртăван икĕ тетĕшĕ те вăрçăн малтанхи кунĕсенченех фронтра тăшмансемпе çапăçнă, анчах иккĕшĕ те 1942-мĕш çулта хыпарсăр çухалнă. Степан Максимович та вăрçă пуçланнă çулах сентябрьте аллине амантнă, икĕ эрне госпитальте сипленнĕ. Аманнă хыççăн 2 пỹрнесĕр юлсан та каллех строя тăнă. Кун хыççăн вăл çулталăк разведчиксен ушкăнĕнче тăшмансемпе кĕрешнĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр нимĕçсем тăракан вырăнта «чĕлхе» шыранă. Пĕррехинче çапла вĕсем разведкăран 7 нимĕçе тытса таврăннă. Çакăншăн ăна «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă. Анчах та хăй çав кунах каллех аманса госпитале çакланнă. Госпитальтен тухсан 1943 çулхи çуркуннерен Степан Борисов каллех фронтра - Ленинграда ирĕке кăларассишĕн пыракан çапăçура. Анчах та çапăçура йывăр аманса каллех госпитале лекет. Хальхинче çухату тỹсме тивет – сулахай урине татаççĕ. Госпитальтен салтака киле ăсатаççĕ.Степан Максимовичăн вăрçă наградисемсĕр пуçне «Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль те пур. Ĕçсĕр ларман вăл вăрçă инваличĕ пулсан та: май килнĕ таран колхоз ĕçне хутшăннă. Пуçне усман йывăрлăхсем умĕнче - малаллах талпăннă. Халĕ те юбиляр çулĕсене кура мар çивĕч ăслă, савăк кăмăллă. Иртнĕ кунсене лайăх астăвать, йышлă çемйин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. Вăрăм ĕмĕрлĕ ветеранăн икĕ хĕр – Елена тата Вера. Вĕсене Анна Егоровна мăшăрĕпе пĕрле тивĕçлĕ воспитани панă, тĕрĕс çул-йĕр çине кăларнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн халĕ Вера хĕрĕн çемйипе пурăнать, çамрăксене ырă канашсем парса пулăшса тăрать. Паянхи кун тĕлне Степан Максимовичăн йăхне икĕ хĕрĕ, икĕ мăнукĕ, 7 кĕçĕн мăнукĕ, 9 кĕçĕн мăнукĕсен ачи тата вĕсен пĕр ачи тăсать. Пилĕк ăру куç умĕнче! Чăн- чăн пуянлăх çакă мар-и? Ахалтен шăпа вăрăм ĕмĕр парнелемен пуль çав ăна, çухатусем кăна мар, телей курма та. Эпир те мухтавлă салтака 100 çул тултарнă ятпа чунтан саламлатпăр, тата нумай çул пурăнма сывлăх сунатпăр. 

Г.КАЗЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика