25 ноября 2015 г.
Виççĕн вĕсем пирĕн районтан – Алексей Малеев (Кивĕ Чукал ялĕ), Евгений Ильин (Анат Чаткас ялĕ) тата Илнар Измайлов (Шăмăршă ялĕ). Вĕсен биографийĕнче пĕрешкел самантсем нумай: пурте спортпа туслă, йывăрлăхсенче тỹсĕмлĕ, уçă кăмăллă, çутă ĕмĕтлĕ. Илнар Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенчех 3 хăйĕн малашлăхне йĕрке сыхлавăпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпе истори, право предмечĕсемпе çине тăрсах экзаменсене хатĕрленнĕ. Ĕçре çирĕп сывлăх, тỹсĕмлĕх кирлине те чухланă – аслă классенче вăй-халне çирĕплетме сахал мар вăхăт уйăрнă: кашни кун 3-5 км таран хуть мĕнле çанталăкра та чупнă, турник çинче те, кире пуканĕсемпе те мышцăсене тĕреклетнĕ. Унсăр пуçне «Туслăх» спорт комплексĕнчи тренажер залĕнче те пайтах кĕлеткине пиçĕхтернĕ. Тăрăшни сая кайман – Илнар Хусанти юридици институчĕн студенчĕ пулса тăнă (2009-2014 ç.ç.) Пур предметсемпе те «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕреннĕ, спортпа та аталансах пынă. Хусанта та чупма пăрахман, вăй-хал упражненийĕсенчен тăракан гимнастикăна та кашни кунах пурнăçланă. Кунсăр пуçне кĕрешỹ секцине те çырăннă, ăмăртусене те хутшăннă. Институтра иртекен наукăпа практика конференцийĕсенче те активлăхпа палăрнă. Мĕн хистенĕ-ши ăна çирĕп йĕркене пăхăнса пурăнма? И.Измайлов шкулта вĕреннĕ вăхăтра нимĕнпе те ыттисенчен уйрăлсах тăман, отличниксен йышĕнче те пулман. Хăйĕн ĕмĕтне, палăртнă тĕллевне тăрăшулăхĕпе кунран-кун çывхартса пынă çеç. Унăн пурнăçри тĕслĕх – кукашшĕ Кадыр Шаммасов. Вăл вăрçă хыççăн 4 çул сывлăш çар флотĕнче службăра тăнă, çирĕп характерлă, палăртнă тĕллевĕсене пурнăçлама пултаракан çын пулнă. Илнар пур енĕпе те кукашшĕ пек пулма тăрăшать. Ашшĕ-амăшне хăйне пĕрмаях хавхалантарса та пулăшса пынăшăн тав сăмахĕсем калать. Çавăн пекех шкулти учительсене те ырăпа аса илет: Т.Бабочкина класс руководительне, Р.Ракиповпа Л.Козлована. Рестем Усманович Илнарăн кашни çитĕнĕвĕшĕн халĕ те тем пекех савăнса тăрать, ăна чĕререн ăнăçу, телей сунать. Çак кунсенче Алексей Малеевпа Евгений Ильин та килсе çитрĕç çуралнă ялĕсене – епле пысăк савăнăç тăван çемйисемшĕн! Вĕсем те Илнар пекех яштака, сарлака хул-çурăмлă, хавас кăмăллă. Патăрьелне çар комиссариатне повестка илме кайсан паллашнă иккен Алешăпа Женя, иккĕш те пĕр çулта çуралнă (1996), пĕр вырăнах – Ярославль облаçĕнче тăракан чукун çул çарне – лекнĕ. 9-мĕш майра Мускаври тĕп площадьре те пĕр ретрех утнă! Каламасăрах паллă, чи çывăхтуссем халь вĕсем. Женя Ильин ялти шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлỹ илнĕ. Кун хыççăн Чăваш патшалăх универсичечĕн юридици факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта нумаях та вĕренеймен - Раççей çарне службăна кайма черет çитнĕ. Çарпа спорт хатĕрленĕвĕн отличникĕ Çĕнтерỹ Парадне хутшăнма тивĕç пулни çинчен пĕлсен, ашшĕ-амăшĕ, ăна шкулта вĕрентнĕ учительсем питĕ савăннă. Унта кашнинех илменни паллă. Женя шкулта йĕлтĕрпе чупса пиçĕхнĕ. Шкул пĕтерсен те йĕлтĕрпе тăтăшах ăмăртнă. Иккĕн ташламалли ташăсен кружокне те çỹренĕ вăл техникумра вĕреннĕ çулсенче – çакă та кĕлеткене тỹрĕ тытма пулăшать ĕнтĕ. Халĕ, çара кайиччен, вĕреннĕ факультета кайма пуçтарăнать, юрист пулма ĕмĕтленет. Алексей Малеев Кивĕ Чукалта пĕчĕкрен ĕçе, спорта юратса çитĕннĕ. Амăшĕ ĕçре чухне пĕтĕм хуçалăха пĕччен тытса тăнă, кил таврашĕнчи пур ĕçе туса пынă. Пỹрт-çурт тирпейлеме, кĕпе-тумтир çума, апат пĕçерме кĕçĕн класра чухнех хăнăхтарнă ăна. Çăмăл атлетика, йĕлтĕр ăмăртăвĕсене, спорт вăййисене хаваспах хутшăннă. Спорт грамотисене амăшĕ Зоя Алексеевна типтерлĕн упрать. Вăлах ывăлне пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентнĕ, тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă. Алексей çар службинчен куçа илĕртсе тăракан чечек çыххипе таврăннă. Ку вăл чи çывăх çыннине – амăшне – парне. Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле тĕп, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулсенче вĕренсе тухсан Алексей Шупашкарти электромеханика техникумĕнче пĕлỹ илнĕ. Унтан хăйĕн ирĕкĕпех çара кайнă. Пурнăçри телейлĕ самант тесе шутлать А.Малеев Çĕнтерỹ Парадне хутшăнма шăпа пỹрнишĕн. Çемьере, шкулта пуçтарнă ăс-тăн; ĕçре, спортра туптанă тỹсĕмлĕх, вăй-хал пурнăçра епле кирлĕ пулнине çарта туйса илнĕ вăл. Ялти шкулта ĕçлекен физкультура учительне Л.Карзанова, класс руководительне Л.Денисована, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта ĕçлекен В.Сарандаева физика учительне тав сăмахĕ каласшăн салтак. Вĕсем ăна яланах пулăшса пынă, ăнланнă, ырă çул кăтартса тăнă. Çĕнтерỹ Парадне вара çине тăрсах, чылай вăхăт хушши хатĕрленнĕ. Мускав облаçĕнчи Нарофоминск хулинче уйăхĕ-уйăхĕпе стройпа пĕр пек утма хăнăхнă, кашни кун вуншар е ытларах та çухрăм хыçа хăварнă. Кунта кĕлеткене те тỹп-тỹрĕ тытса пымалла, сăн-питре те ăшă кулă йăлкăшса тăмалла. Епле-ха унсăрăн – Раççей çарне – Европăри фашизма çĕнтерме пултарнă мухтавлă çара - пĕтĕм тĕнче умĕнче чыслăн кăтартмалла- çке! Тата кăçалхи Аслă Çĕнтерỹ çулĕнче! Çĕнтерỹ Парадне хутшăнма кăçал районтан харăсах 3 йĕкĕт тивĕçни – пысăк чыс. Пĕлтĕр çак чыса Кивĕ Чукалтанах Николай Чамеев тивĕçнĕччĕ. Призывниксем пултаруллă, çар тивĕçне пурнăçлама лайăх хатĕрленнине пĕлтермест-и-ха çакă? Çĕнтерỹ Парачĕ вĕсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ. Çак савăнăçлă уяв çинчен ятарлă медаль те аса илтерсех тăрĕ. Татах та наградăсем илме ăнăçу пултăр сире! Çар ретне тăма хатĕрленекен яшсене вара салтаксем акă мĕн сунаççĕ: вăй-хала çирĕплетмелле, ăс-тăна аталантармалла. Пурин те çар тивĕçне пурнăçламалла!
Г.ИВАНОВА.