25 ноября 2015 г.
Вăхăт вара шăвать те шăвать - çул хыççăн çула хыçа хăварать. - Çамрăксене ман çула çитме сунатăп, - тет Шăмăршăра пурăнакан А.Давыдова, çак кунсенче хăйĕн çуралнă кунне 90-мĕш хут уявланă май. Анастасия Алексан- дровна каланă тăрăх, вăрăм ĕмĕр сăлтавĕ - сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни. Сиенлĕ йăласене хăнăхса мĕншĕн пурнăçа ахалех кĕскетмелле? Çынсен спортпа та туслă пулмалла. Ватăлăх, тен, савăнăç мар пулĕ те - 90 çул çавах та сумлă юбилей. Çак кун саламсемпе парнесем илме те кăмăллă. Чи пахи - çывăх çынсем хисепе хуни. Ĕмĕрĕпех ĕçре тар тăкнă Анастасия Александровна: çамрăклах Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕн Шăмăршăри филиалĕнчĕ ĕçлеме тытăннă. Унăн ĕç кĕнекинче юлашкинчен çырса хуни - вăл механизациленĕ вăрман хуçалăхĕнче тăрăшни. Сумлă ветеран хисепе тивĕçлĕ. 90 çула çитнĕ ятпа çак кунсенче юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Н.Федорова, Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн специалист-эксперчĕ А.Смаева ăшшăн саламларĕç, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Мĕн калăн çакăн хыççăн? - Тавах сире, ватă çынна манманшăн, - теме çеç пултарчĕ ветеран.
Н.ДМИТРИЕВ.