Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв кăмăла çĕклерĕ

28 ноября 2015 г.

Уяв кăмăла çĕклерĕ

АННЕ ăшши...Çакна туйса ỹснĕ ачасем телейлĕ! Анне пире пĕтĕм чун-чĕрине, вăй- хăватне парса ỹстерет, кашни кунах ырă сунса тăрать.Аннесене халалласа район администрацийĕн ЗАГС пайĕ илемлĕ уяв йĕркелесе ирттерчĕ. Уяв хăнисем паян педагогика ĕçченĕсем пулчĕç. Вĕсем тăван ачисене те тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ, шкул ачисене те тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшса ĕçленĕ. Акă С.Хамдеева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Патирекри шкулта 43 çул биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ, çав шутра 13 çул директор тивĕçĕнче. Мăшăрĕпе виçĕ ывăл пурнăç çулĕ кăларнă вĕсем, пурне те аслă пĕлỹ панă.. Е.Муромцева Пуянкассинчи тата Шăмăршăри вăтам шкулсенче 35 çул хушши истори учителĕ пулса ĕçленĕ. РФ хисеплĕ педагогика ĕçченĕ. Унăн вĕренекенĕсем республикăри олимпиадăсенче çĕнтернĕ. Виçĕ хĕр ỹстернĕ мăшăрĕпе. Аслисем çемьеллĕ. Юлия Александровна.Воробьева – педагогика ĕçĕн ветеранĕ – 37 çул вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче вăй хунă – Анат Чаткасри шкулта биологи вĕрентнĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ỹстернĕ вĕсем – пурте пултаруллă. И.Малеева 32 çул Кивĕ Чукалти шкулта ĕçленĕ, кăçал Чукалти пуçламăш шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Вăл пĕчченех виçĕ ачине тĕрĕс çул çине тухма пулăшнă - пурте аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ, ача- пăчаллă. Пушă вăхăтра вара пултаруллă учитель сцена çинче – шăпчăк сассипе ял-йыша савăнтарать, хавас кăмăл парнелет. Уяв ячĕпе хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, районти Хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ И.Смирнова саламларĕç. Уява юрă-ташă илем кỹрсе тăчĕ – «Аххаяс» фольклор ансамблĕ, «Шăпчăк» ансамбль, Т.Яковлева тата А.Лукианова халăх юррисене киленсе юрларĕç. Хăнасем те хăйсен юратнă юррисене шăрантарчĕç, уява йĕркелекенсене тав сăмахĕсем каларĕç. 

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика