Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ вăл

28 ноября 2015 г.

Телейлĕ вăл

Кивĕ  Шăмăршăри клубра паян çак ялта пурăнакан Нина Александровна Ларшникован 75-çулхи юбилейне паллă тăваççĕ. Ăçта кăна ĕçлемен-ши вăл – выльăх-чĕрлĕх самăртакан, çăкăр пĕçерекен, апат çитерекен, складсен заведующийĕ... 57 çулпа танлашать унăн ĕç стажĕ, 73 çула çитичченех ĕçе çỹренĕ вăл! 1940-мĕш çулта çуралнă Нина аппа, ашшĕ Тăван çĕршывĕн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне 7 уйăхри сăпка ачи пулнă. Ашшĕне вăл сăнỹкерчĕк çинче çеç курнă. Вăрçă хыççăнхи çулсем те çав тери йывăр пулнă. Чăн-чăн ачалăха пĕлмесĕрех ỹснĕ вăрçă умĕн çуралнă ачасем. Çапах та акă мĕн калать юбиляр хăйĕн кун-çулĕ пирки: - Эпĕ – телейлĕ! Ачалăхри выçă çулсенче шартлама сивĕре те чĕрĕ тăрса юлнăшăн – телейлĕ! Атте вăрçăран таврăнайман пулсан та, юратнă анне яланах çумра ăшăтса тăнă, уншăн – телейлĕ! Вăрçă хыççăн эпир, 6-7 çулхи ачасем, колхоз хирĕнче ĕçпе пиçĕхсе, крахмалпа курăк яшки çисех яштака хĕр пулса çитĕннĕшĕн – телейлĕ! Ялти шкулта 7 класс пĕтерсен манăн, 14 çулхи хĕрачан, йывăр пурнăçа пула колхоз ферминче пăрусемпе сыснасем пăхма тивнĕшĕн, ачаллах ĕçре тар тăкса тĕреклĕ ỹснĕшĕн – телейлĕ! Çитĕнсе çитсен Тюмень тăрăхĕнчи тайгара шыв-шуртан торф кăларнă çĕрте тĕрлĕ наци хĕрĕсемпе туслашма тỹр килнишĕн – телейлĕ! Юрату вут-хĕмне туйма тивнишĕн, юратнă Виталипе, Асьял каччипе, пĕрлешсе çемье çавăрма шăпа пỹрнишĕн, сывлăхлă, тĕрĕс-тĕкел 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнишĕн – телейлĕ! 12 мăнукпа 6 кĕçĕн мăнук канмалли кунсенче е уява киле пуçтарăнсан – телей мар-и çакă? 73 çула çитиччен колхозра, совхозра, пĕрлешỹллĕ хуçалăхра, тĕрлĕ предприятисенче ĕçлеме, обществăлла пурнăçра хастар хутшăнма вăй-хал, сывлăх пулнишĕн – хама телейлĕ тесе шутлатăп. Юрлама юрататăп ĕçрен пушă вăхăтра. Уйрăмах чăваш халăх юррисене килĕштеретĕп. Халăх умĕнче юрă-ташăра хамăн пултарулăха кăтартма пул- тарни те - пысăк телей! Ял-йыш хисеплени, сума суни те кашни çыншăн – телей! Паллах, пурнăçра терт-хурлăх та сахал мар курнă, куççулĕ те юхнă хăш чухне, çапах та ырри, савăнмалли ытларах пулнă. «Пурнăç хĕвелĕ» анса пырать пулин те, эпĕ «каç пулнишĕн» пăшăрханмастăп. Турă умĕнчи тивĕçсене туллин пурнăçларăм тесе шутлатăп. Ял-йыш умĕнче намăс курман, чыса çухатман, усал ĕç туман. Хăçан та хăçан кам умĕнче айăпа кĕнĕ пулсан – каçарма ыйтатăп. Малашне те сывлăхпа тăрасчĕ, ачасемпе мăнуксене савăнтарасчĕ. Турри ан пăрахтăрччĕ пире. Г.ЛАРШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика