Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсемшĕн пур ачи те тăван

28 ноября 2015 г.

Вĕсемшĕн пур ачи те тăван

ПИРĔН республикăра тăлăх ачасен шучĕ чакса пырать – интернатра пурăнакан ачасене ырă çынсем хăйсен çемйисене йышăнаççĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тăлăхсен 92,3 проценчĕ çемьере çитĕнет. Паллах, ку сăваплă ĕç. Анчах кашни çынах хăй çуратман ачана чĕри çумне ачашшăн çупăрлама пултарать-ши? Чун ăшшине тăван ачисемпе пĕр танах пайлама пулать-и? Пирĕн районта та 19 çемье тăлăха юлнă 26 ачана хăйĕн хỹтлĕхне илнĕ. Çĕнĕ çемьере вĕсем тăван ачисемпе пĕр тан условисенче пурăнаççĕ. Çакăн пек çемьесенчен пĕри – Карапай Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Исаевсем. Екатерина Петровнăна чи асамлă сăмахпа «анне» тесе виçĕ ача чĕнет çак çемьере: асли - тăван, иккĕшĕ – усрав ачасем. Мĕн хистенĕ-ши ăна ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене хăйĕн çемйине илме? Виçесĕр анне туйăмĕ, ачасене юратни, тăлăхсене шеллени. Ывăлĕ Денис ун чухне (2009 ç.) çитĕннĕ каччă пулнă ĕнтĕ – 22 çулхискер, хулара тĕпленнĕ. Килте вара Екатерина Петровна мăшăрĕпе тăрса юлнă. Кăнтăрла ĕçре чухне («Василек» ача садĕнче) ача-пăча хушшинче вăхăт иртни те сисĕнмест – юрлама вĕрентет, ташлаттарать, кĕнеке вуласа парать е уçăлма илсе тухать – интереслĕ. Уйрăлас та килмест пĕчĕк шăпăрлансенчен. «Килте те пĕчĕк ачасем кĕтсе тăрсан епле аван пулмалла», - ăмсаннă вăл çамрăк ĕçтешĕсене. 6 уйăхри Андрей ятлă ача çемье шыранине илтсен, кайса пăхма шутлать. Курсанах чĕрине кĕрсе юлать пĕчĕк ывăл ача сăнарĕ, ăнах кĕтсе тăнăн туйăнать... Мăшăрне – Василий Алексеевича - ỹкĕтлеме тытăнать. Çапла çур çулхи Андрей Исаевсен ачи пулса тăрать. Тепĕр уйăхран тăлăха юлнă хĕрача куç тĕлне пулать – 5 çулхи кăвак куçлă Таня. Вăл та тỹрех Екатерина Петровна патне туртăннă, хăйне илсе кайма куçĕсемпе йăлăннă. Çапла майпа Таня - шăллĕне, Андрей - аппăшне тупнă. Çемье те ача- пăча сассипе тулнă. Йывăрлăхсем те сахалах пулман ĕнтĕ малтанхи çулсенче. Ачасем сывлăхран хавшакрах пулнă, вĕсене врачсене кăтартсах тăнă. Çĕнĕ условисене часрах хăнăхса çитчĕр тесе мĕн кăна туман-ши Исаевсем – ачасене выляма ятарлă пỹлĕм, душра çăвăнмалли кабина, тĕрлĕ рен теттесем...Чăннипех çĕнĕ пурнăç пуçланса кайнă вĕсен çемйинче. Кунĕпех ачасемпе, пĕрмаях вĕсем çинчен шутласа çỹретĕн. Пĕчĕкскерсен кăмăлне тупмалла, çав вăхăтрах тĕрĕс воспитани памалла. Ача усрава илесси питех те яваплă ĕç. Савăнăçĕ те, тĕрлĕрен пăшăрхантаракан самантсем те – пурте пĕрле! Иртнĕ вăхăта та каялла таврăнаймастăн – пепкесем сана чи ырă, чи юратнă çын вырăнне хурса йышăннă ĕнтĕ. Халĕ Андрей 1-мĕш, Таня – 5-мĕш класра вĕренет. Иккĕшĕ те питĕ тирпейлĕ, йĕркеллĕ, тăрăшса вĕренеççĕ. Сывлăх та аптратмасть – спортпа туслă. Амăшĕ психоневрологи интернатĕнче ĕçлет, шкултан ачасене ашшĕ кĕтсе илет. Амăшĕ ĕçрен таврăнсан уроксене хатĕрлеме пулăшать, ашшĕпе вара пахчари ĕçсене пурнăçлаççĕ, выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма юратаççĕ. Йышлă выльăх - 3 ĕне, сурăхсем, сыснасем тытаççĕ вĕсем, пахчи те самаях пысăк. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ панă хыççăн ачасен малашнехи шăпине мĕнле курать-ха Екатерина Петровна? - Эпир вăхăтлăха илмен вĕт тăлăхсене, кун пек ыйту пулма та пултараймасть! Хамăрăн ачасем ĕнтĕ халь, вĕсем пирĕн пурнăçра, ĕмĕтре, – татăклăн хуравлать вăл. - Шкул хыççăн ачасене килĕшекен професси илме пулăшмалла. Андрей çар службине кайса килсен çемье те кунтах çавăрсан тем пекехчĕ. Таняна та пур енлĕ аталантарса пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Ачисене – мăнуксене те - пăхса савăнасчĕ-ха ватлăхра! Çепĕç кăмăллă хĕрарăмăн илĕртỹллĕ сăн-пичĕ шалти чун тасалăхĕпе çуталса кайрĕ. Ман умра – чăн-чăн Анне, иксĕлми юрату вăйĕпе теме те чĕртсе тăма пултаракан мухтавлă Анне.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика