20 марта 2013 г.
Март уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Николаевич Иванова Чăваш Республикинчи Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй пулмашкăн шанни çинчен калакан Указа алă пуснă.
Михаил Игнатьев Владимир Иванов кандидатурине Чăваш Ен общественноçĕ ырланине пĕлтернĕ. Вăл çавăн пекех регионри Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен института предпринимательсен пуçарулăхне хушма пулăшу кÿрес, бизнес аталанăвне тата хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме чăрмантаракан факторсене пĕтерес тĕллевпе туса хунине палăртнă.
Владимир Иванов Михаил Игнатьева хăйне шаннăшăн тав тунă, Раççей Президенчĕ çумĕнчи Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Борис Титов та ăнăçлă ĕçлемешкĕн ырă суннине каланă.
Чăваш Республикинчи Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен института Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2013 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче предприниматель ĕç-хĕлне ертсе пымашкăн лайăх условисем туса хумалли мерăсем çинчен" 15-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.