Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçар, хĕр пĕрчийĕм

20 марта 2013 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 20-30 номерсенче).

Чăнах та, ку туйăм ăна нимĕн чухлĕ те улталамарĕ. Хăй малтан сĕвемлесе хунă шухăш йĕрĕ часах Гена чĕрин курăнми хĕлĕхĕпе пĕрлешсе пĕр тĕвве пĕтĕçрĕ.

– Оксана, халĕ эсĕ, садри чечек евĕр, сарăлса-илемленсе кăна пыратăн-ха, – хăй шухăшне тÿрех каламасăр, айккинчен пуçларĕ вăл. – Вун саккăр тултарсан эпĕ вăтам шкул пĕтерсе çар ретне тăнă хăюсăр яш кăна пулнă. Сана вара эпĕ çак ÿсĕмре хамăн çуртăма кил хуçи арăмĕ пулса кĕме, çемье вучахне чĕртме ыйтатăп. Мана, хăвăнтан çирĕм çул аслăрах арçынна, çитĕнсе пыракан икĕ ача ашшĕне, тиркемĕн-и; Эсĕ манăн чунăма та, хĕрарăм аллишĕн тунсăхлакан пысăк хваттерĕме те туллин илемлетнĕ пулăттăн. Ĕнертенпе, сана пуçласа курнăранпа, канăçа пĕтĕмпех çухатрăм эпĕ. Хурав пама васкатмастăп. Тĕплĕн шутласа пăх. Шухăшна халех калама та пултаратăн. Килĕшетĕн пулсан, ыранах ылтăн çĕрĕ, юлашки модăпа çĕлетнĕ шурă кĕпепе фата туянăпăр. Хама илсен, сана телейлĕ хĕрарăм тăвассишĕн манран мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăп...

Гена сăмах каламассерен Оксанăн чĕри çак тĕнчери чи ырă туйăмсемпе тулса, чун çуначĕсем, халь-халь таçта инçете-инçете вĕçсе каясла, мăнаçлăн сарăлса-çĕкленсе пычĕç. Çакнашкал пысăк телейпе хавхаланса кайнăскер, унăн сăн-пичĕ пиçсе çитнĕ чие евĕр кĕрен ункăсемпе тĕрленчĕ. Ан тив, чылай çул аслă пултăр вăл хăйĕнчен, çапах та ăна, пурнăçра питех те йывăр лару-тăрăва лекнĕ çап-çамрăк хĕрарăма, çăра сĕлкĕшрен сĕтĕрсе кăларма пултаракан пĕртен-пĕр вăй-хăват – юнашар ларакан арçынра. Çапла вара, юлашки уйăхсенче пуç çийĕн капланса тулнă хура пĕлĕтсем темиçе эрнеренех ерипен-ерипен сирĕлме пуçлĕç, ун тĕлĕнче тивлетлĕ шăпа çутисем йăлкăшĕç. Тен, унăн икĕ уйăхри пĕчĕк тĕпренчĕкне те, амăшĕ пур çинчех больницăри ача-пăча уйрăмĕнче сĕм-тăлăх пурăнаканскере, хăйĕн ячĕ çине çыртарĕ, ăна, çылăхсăр чуна, хÿтлĕхе илĕ. Анчах та хальлĕхе Катюха пирки асăнма юрамасть-ха. "Тата кăштах кăна чăтсам ĕнтĕ, хаклă хĕр пĕрчийĕм, эпир сана Генăпа иксĕмĕр машинăпах пырса илĕпĕр, – пăшăлтатрĕ хĕрарăм чĕринчи пĕр хăйне кăна илтĕнекен сасă. – Ун чухне эпĕ сана кунĕн-çĕрĕн хамăн ытамра тытăп, читлĕхе янă пĕчĕк кайăк пек пĕчченлĕхре, терт-нушара асаплантарнăшăн чĕркуçленсе каçару ыйтăп..."

– Гена, эсĕ мана яланах юратса пурăнма шантарсан, эпĕ килĕшетĕп... – ытлашши пăлханнипе типнĕ тутисене аран-аран хускатрĕ Оксана.

– Чăнах калатăн-и; – тенкел çинчен вăр-вар сиксе тăрса, Оксанăна пилĕкрен тытрĕ Гена. – Тепĕр хут çирĕплетсе калатăп сана: пĕр сана çеç юратса пурăнăп çак тĕнчере. Манран мĕн ыйтатăн – йăлтах пурнăçлăп. Акă ыранах мĕн кирлине пĕтĕмпех туянăпăр. Туя ресторанта тăвăпăр, унта хулари чи чаплă музыкантсене чĕнĕпĕр. Чĕрĕ упăшка çинчех ют арçынна иленнĕ унчченхи арăм та куртăр: мĕн тери çамрăк та хитре пикене тивĕçлĕ унăн мăшăрĕ!

– Гена, тархасшăн, ерипенрех калаçсамччĕ, авă, пурте пирĕн çине пăхаççĕ...

– Пăхчăр, курччăр вĕсем манăн пулас мăшăрăма! - пуçне мăнаçлăн çĕклесе, васкавлăн сцена патнелле утса кайрĕ Гена. Вăл программăна ертсе пыракан шурă галстуклă çамрăка хăлхинчен тем пăшăлтатрĕ те, дирижер патаккипе сулса янăн, аллине ерипен вылятса илчĕ. Музыкантсен пуçĕсем çине, кĕрхи çулçăсем тăкăннă евĕр, хут укçасем вĕлкĕше-вĕлкĕше анчĕç.

– Эпир çак вальса Геннадий Белов предпринимателĕн пулас мăшăрне – Оксанăна халаллатпăр! – хыттăн кăшкăрса каларĕ те çамрăк арçын, залра ерипен юхакан илемлĕ кĕвĕ янăрама пуçларĕ.

Хĕрĕхелле кармашакан çирĕп хул-çурăмлă арçынпа çап-çамрăк пике пĕр-пĕрин çинчен куç илмесĕр килĕшÿллĕ ташлани, вĕсем хăйсене питех те телейлĕн туйни ташă юхăмĕнче çаврăнакан ытти мăшăрсене те хавхаланупа киленÿ туйăмĕ кÿчĕ...

х х х

"Ностальжи – классик" клубра калаçса татăлнă пекех, тепĕр икĕ эрнеренех Оксана хăйĕн ĕçне ăнăçтарса пыракан Геннадий Белов предпринимателĕн мăшăрĕ пулса тăчĕ. Иртен-çÿрен халăха апатлантарас тĕллевпе текех вĕри плита таврашĕнче ăшталанса чупкаламасть ĕнтĕ вăл, хăйсен хваттерĕн кухнинчи тăп-тулли холодильникпе шкафсенчен мĕн кирлине кăларса хăй тата упăшки валли чĕлхене çăтса ямалла тутлă апат хатĕрлет. Гена хăйĕн юратнă мăшăрĕ çине яланах ытараймасăр пăхать, хăйне кашни утăмрах хисеплесе тăракан Оксанăна малтанхи арăмĕпе - тÿрккес кăмăллă та йытă евĕр кунĕн-çĕрĕн хăр-хар тăвакан хĕрарăмпа – танлаштарать те, пĕтĕм ăш-чике ырă-ырă туйăмсем шыв хумĕсем евĕр каплана-каплана килеççĕ. Кунĕпех çамрăк арăмĕшĕн çав тери тунсăхлаканскер, Гена тăван кил урати урлă каçсанах Оксана патнелле ыткăнать, ăна ачаш сăмахсем каланă май, ăшшăн ыталаса чуп тăвать. Оксана хăйĕн упăшкине пĕтĕм чун хĕрÿлĕхĕпе савса пурăнать, унăн кăмăлне пур енĕпе те тивĕçтерме тăрăшать. Пĕрлешнĕ хыççăн икĕ эрне хушши Гена Оксанăна хулари лавккасем тăрăх илсе çÿрерĕ, ун валли хаклă йышши тĕрлĕ япала туянса, укçи-тенкине шыв пекех юхтарчĕ. Оксана валли ятарласа туяннă пысăк шифоньер часах тăхăнмалли тупрапа тапса тăриччен тулса ларчĕ. Интереслĕ тĕл пулăва каймалла-и, вăл е ку презентацие хутшăнмалли-и, Белов спонсор пулăшăвĕ панă пĕр-пĕр чаплă мероприятире пулмалла-и, театрта спектакль премьеринче лармалла-и – юлашки модăпа çĕленĕ кĕпе-тумтир тăхăннă мăшăрĕпе юнашар утса пынă чухне хулари паллă предпринимателĕн пичĕ хĕрелмелле пулмĕ.

Çапла, айккинчен пăхсан, Оксанăна питĕ телейлĕ хĕрарăм теме пулать. Мĕн кирлĕ - пĕтĕмпех пур унăн. Кул, савăн, килпетлĕ те тăнăç пурнăçупа реххетленсе кăна пурăн. Анчах та больницăра пĕр-пĕччен пурăнакан хĕр пĕрчи пирки аса илсенех чун тăвăлса килет, куçа вĕри куççуль хуплать, унăн телейĕ валашкари супăнь кăпăкĕ пек туйăнать, пĕтĕм тупри-мулĕ кĕл купи евĕр курăнать. Эх, мĕн тери хаклă тата чуна çывăх-çке хăв чун панă тĕпренчĕк! Ăна темĕнле чаплă тупрапа та танлаштарма-ылмаштарма май çук. Катьăн пурнăçĕ кунран-кун амăшĕн ăшшисĕр, хăр-тăлăххăн иртсе пыни пирки шутласанах çутă тĕнчене тĕксĕм тĕс çапать.

Чим-ха, паян шăпах июнь уйăхĕн саккăрмĕш кунĕ мар-и вара; Çапла, тĕп-тĕрĕс. Апла пулсан, унăн хĕр пĕрчийĕ шăпах виçĕ уйăх тултарать. Мĕншĕн ир-ирех аса илмерĕ-ха Оксана кун пирки; Тен, халех, çак самантрах, упăшка ĕçре пулнă вăхăтпа усă курса, больницăна тухса чупмалла; Халĕ, авă, вăхăт вунă сехет патнелле кăна кармашать-ха, Гена ĕçрен таврăннă тĕле каялла çаврăнса килме те пулĕ. Çитменнине, паян ирпе ирех пĕр мероприятие хаклă парнесемпе кайма пуçтарăнни, хăй кăнтăрлахи апата килейменни çинчен хыпарларĕ. Больницăна каймалли меллĕрех вăхăт тупаймăн та. Катюха патне кайса килнине упăшки тĕшмĕртсе те юлаймĕ. Генăна çутă тĕнчере унăн тăван тĕпренчĕкĕ пĕчченех пурăнни пирки систермелли самант та çитрĕ темелле. Савăнтарĕ-и ăна çак кĕтмен хыпар е хурлантарĕ – ăна пĕлтермеллех. Çук, урăх пĕр кун та пурăнаймĕ амăшĕ хăй çутă тĕнче пилленĕ хĕр пĕрчисĕр. Унсăр пурăнса ирттернĕ кашни сехет чун ыратăвĕпе тулать, чĕре халь-халь кăкăртан сиксе тухасла тапать...

Оксана вăр-вар тумланчĕ те пĕчĕк сумккине укçа енчĕкне чикрĕ, аллине пысăк сетка тытрĕ, пĕр авăк мĕн-мĕн туянмалли пирки пуç ватрĕ. Виçĕ уйăхри Катюша валли ползункисем, кипкесем, купарчи йĕпенесрен телевидени рекламинче пĕр вĕçсĕр мухтакан "Памперз" подгузниксем тупса илмелле, хаклă йышши типĕ сĕт хутăшĕсем, улма-çырла сĕткенĕсем те кирлĕ. Алăк хăлăпне тытсан Оксана пĕр вырăнта катемпи евĕр шанк! хытса тăчĕ: Катьăна... пĕр-пĕр çемьене усрава паман-ши; Кун пирки мĕншĕн пуç тавра пĕрре те шутласа пăхман вăл халĕччен; Çапах та çамрăк хĕрарăм лайăххине кăна шанчĕ-ха. Кашни кунах чăтăмсăррăн кĕтет пулĕ хăйĕн амăшне унăн юратнă тĕпренчĕкĕ, хитре чечекĕ. Больницăна пăрахса хăварнăранпах курман-çке Оксана хăйĕн чун тĕпренчĕкне. Ăна вĕри ытама илсе ачашлассинчен пăрăнса, хĕр ачине курса чĕрене ыраттарассинчен сыхланса пурăннă. Намăс, куçа уçса пăхмалла мар намăс... Оксана хваттерĕн тимĕр алăкне тултан шăкăр-шакăр питĕрсе илчĕ те, çуртăн иккĕмĕш хутĕнчен пусма картлашкисем тăрăх чупса анса, хула урамне тухса вирхĕнчĕ.

х х х

– Оксана; – тĕлĕннипе куçĕсем чарăлса кайрĕç акушеркăн.

– Ман... ман Катюша кунтах-и, Нина Михайловна; – хыпăнса калаçрĕ çамрăк хĕрарăм.

– Хальлĕхе кунтах-ха санăн хĕрачу, – Оксана çине кăмăллăн пăхса илчĕ акушерка. – Ача-пăча уйрăмĕнчи палатăра пурăнать. Елена Петровнăпа иксĕмĕр эсĕ таврăнасси пирки пĕрре те иккĕленмерĕмĕр.

Çакна илтсен Оксанăн кăкăра çĕмĕрсе тухасла хыттăн тапакан чĕри лаштах пулчĕ.

– Шăпах вăхăтра çавăрса килчĕ иккен сана Турă, – хыçлă тенкелрен хăпса Оксана умне пырса тăчĕ Нина Михайловна. – Ыран – тепĕр кун каярах çитнĕ пулсан, ачасăр тăрса юлаттăн. Ĕнер Катя патĕнче Çĕпĕрте пурăнакан чăваш çемйи – вăтăрсенчен иртнĕ упăшкипе арăмĕ пулчĕç. Ача çук вĕсен. Чăваш Республикине аслашшĕсен ялне отпуска килнĕ.

(Малалли пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика