20 марта 2013 г.
МАРТĂН 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен пирĕн республикăра туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх иртет.
Мартăн 24-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун. Çак кун, нимĕç ученăйĕ Роберт Кох Берлинта туберкулез чирне пуçарса яракан микроба тупса палăртнă. 1982 çулта, Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешекен пĕрлешÿ çак куна – мартăн 24-мĕшне – Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртнă. Эмблема валли шурă ромашкăна суйланă.
Раççейре туберкулезпа кĕрешмелли куна 1911 çулта пĕрремĕш хут паллă тунă. Чăваш Енре вара çак чирпе кĕрешмелли уйăхлăх 2001 çултанпа пырать.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлас ĕç организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр çинче 20 миллион çын ытла туберкулез чирĕпе чирлет. Кăна пула кашни çул 3 миллион çын вилет.
Туберкулез – ерекен чир. Ăна пуçараканĕ – Кох микробĕ. Чылай чухне вăл ÿпкене сиенлет. Спиртран та, шартлама сивĕрен те хăрамасть. Тусан айĕнче 3 уйăх таран упранать, çĕр ăшĕнче, шывра, нÿрĕ пÿлĕмре – çулталăкчен, 25 градус сивĕре те 7 çул таранччен пурăнма пултарать. Çапах та Кох микробĕ кăшт вĕретсе илнине те чăтаймасть. Хĕвел ăна 2 сехет хушшинчех вĕлерме пултарать.
Туберкулезпа чирлĕ çын сурчăкпа пĕрле чир пуçаракан микробсене кунне 15-20 млн таран ирĕке кăларса яма пултарать.
Ÿсĕрнĕ чухне вĕсем 2 метр таран сирпĕнеççĕ, апчхулатнă чухне – 9 метра. Çитĕннĕ чирлĕ çын çулталăкне 20 сывă çынна чир ертме пултарать.
Чир вăраххăн аталанса пынă май, çын хăйне йывăррăн туять, ÿсĕрет, унăн апат анмасть, çĕрле тарлать, кăкăрĕ ыратать, вĕрилентерме пултарать. Чир пуçламăшне вăхăтра тупса палăртас ĕçре флюорографи, рентген меслечĕпе тĕпчени, çавăн пекех сурчăка микроскоп витĕр тĕрĕслени нумай пулăшаççĕ.
Туберкулезпа мĕнле çынсем чирлеççĕ-ха; Вĕсем хушшинче ытларах ĕçкĕпе ашкăнакансем тата туртакансем, тĕрмере ларнă çынсем, тăтăшах вырăнтан вырăна куçса çÿрекенсем, çурт-йĕрсĕр çынсем. Туберкулезпа чирлĕ ĕне сĕтне вĕретмесĕр ĕçсен те çак чир ерме пултарать.
Туберкулез чирĕнчен уйрăмах 3 çула çитмен ачасем шар курма пултараççĕ. Ачан чир паллисем кăшт уйрăмрах тăраççĕ. Çак чирĕн микробĕ ачан организмне сывлăшпа, апат-çимĕçпе лексен, ăшра лимфа çулĕсем е юн тымарĕсем тăрăх сарăлать. Ачасем ку тапхăрта пуç, вар-хырăм, кăкăр ыратнипе аптăраççĕ, апат çиеймеççĕ, канлĕ çывăраймаççĕ. Ача шурăхать, часах ывăнать, температура хăпарать, тарлама пуçлать. Ача садĕнче, шкулта ачасем манту тĕрĕслевĕ тата рентген тишкерĕвĕ туни чире вăхăтра асăрхама, ăнăçлă сиплеме май парать.
Енчен те врач тĕрĕслевĕ хыççăн туберкулезпа чирлине палăртсан çак чиртен ятарлă больницăра сипленмелле пулать. Сиплев курсĕ вăрăм – 6-8 уйăх, йывăртарах формăсем чухне çулталăк çурă е ытларах та тăсăлма пултарать.
Хамăр районта та кашни çулах туберкулезпа чирлĕ çынсене учета илетпĕр. 2012 çулта, сăмахран, Шăмăршă районĕнче 7 çын чирленĕ.
Туберкулез – хăрушă чир. Çавăнпа та район çыннисене пурне те флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтатпăр. Чирпе кĕрешмелли уйăхлăх вăхăтĕнче – мартăн 23, 30-мĕшĕсенче; апрелĕн 6, 13-мĕшĕсенче районта уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Çак кунсенче флюорографи кабинечĕ те ĕçлет. Туберкулеза чир пуçламăшĕнчех сиплеме пуçлани питĕ вырăнлă. Аталанакан тата вăраха кайнă чире сиплеме чылай йывăртарах.