02 декабря 2015 г.
Ноябрĕн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Республикăри ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче çĕнтерỹçĕсене чысласа пысăк уяв иртрĕ. «Çулталăк çемйи - 2015» титула çĕнсе илекенсем Шупашкар хулинче пурăнакан Магаринсем пулчĕç. Конкурсра пирĕн район чысне Владислав Германовичпа Алина Николаевна Ларшниковсем чыслăн хỹтĕлерĕç. Вĕсем 12 çул ĕнтĕ туслă çемьере пурăнаççĕ, икĕ ача çитĕнтереççĕ. Калас пулать, вĕсем Романпа Анастасийăна тĕрлĕ енлĕ воспитани пама пур условисемпе те тивĕçтерсе тăраççĕ. Уйрăмах тăван халăхăн ырă йăли-йĕркисене мала хураççĕ çемьере – аслисене хисеплесси, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарасси, чăваш культурине юратма вĕрентесси. Ку енĕпе çитĕнỹсем те çук мар. Роман 5-мĕш класра лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăнать. Вăл шкула кайичченех республикăри такмакçăсен конкурсĕнче тата ытти фестивальсенче çĕнтерỹçĕ пулнăччĕ. Ултă çулхи хĕрĕ Настя та пур енĕпе те пултаруллă, хастар, районти Культура керменĕн сцени çинче час-часах юрласа е сăвă вуласа Дипломсем çĕнсе илет. Иртнĕ уйăхра çапла Шупашкарта «Янра, сăввăм, хытăрах!» конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăнăччĕ. Канмалли кунсенче çемьепе канма юратаççĕ Ларшниковсем: хĕлле йĕлтĕрпе вăрмана çỹреме кăмăллаççĕ, çулла - çуран е велосипедпа. Çемйипе ăмăртуллă спорт вăййисене те активлă хутшăнаççĕ: пĕри - пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн! Тата çемьере уявсене пĕрле кĕтсе илесси йăлана кĕнĕ - Çĕнĕ çул, Раштав, Мăнкун, Пĕлỹ кунĕ тата ытти те. Паллах, çуралнă кун кашнийĕншĕнех чи паллă та асра юлакан кун. Республикăри «Çулталăк çемйи – 2015» конкурсра Ларшниковсен çемйи «Социаллă яваплă çемье» номинацире палăрнă, Дипломпа хаклă парнесене тивĕçнĕ. Саламлатпăр! Малашне те çитĕнỹсем сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.