Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир ПУТИН: «Малаллах утмалла, вара ăнăçусем те пулĕç»

05 декабря 2015 г.

Вулав Кремльти Георгиевски залра иртнĕ. Унта пин ытла çын хутшăннă - Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Правительствин членĕсем, Конституци Аслă сучĕсен, тĕрлĕ конфенсисен, регионсенчи обществăлла палатăсен, массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçисем хутшăннă.Хăйĕн Çыравĕнче Владимир Путин çĕршывра терроризма хирĕç кĕрешес, шалти экономика, граждансене социаллă пулăшу парас, халăхсен аталанăвĕпе тĕрлĕенлĕх, гармонипе культура, тĕн темисем çине ытларах тимлĕх уйăрнă. Экстремизмпа ксенофобие те çул памалла мар. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2016 çулта Патшалăх Думин депутачĕсене суйласси пирки те каланă. Бюджета йĕркелесе пырас, çĕршывра ĕçлĕ климата лайăхлатас, экономика никĕсне çирĕплетес, шалти рынока хамăр çĕршывра туса кăларнă апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерес, транспорт инфраструктурине модернизацилес ыйтусем те Çырура тĕп темăсем пулнă. «Малаллах утмалла, вара ăнăçусем те пулĕç», - тенĕ Владимир Путин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика