Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарсенчен сыхланасси - пĕрлехи ĕç

05 декабря 2015 г.

Пушар вăхăтĕнче çынсем инкек- синкек ан курччĕр тесе пушарниксемпе çăлакансем час-часах халăхпа тĕлпулусем, ăнлантару ĕçĕсем туса ирттереççĕ.Çакăн пек тĕлпулусем нумаях пулмасть Шăмăршă тата Пуянкасси ял тăрăхĕсенче пулса иртнĕ. Госпожнадзор, полици районти уйрăмĕн 42-мĕш пушар чаçĕн, газ службин тата ял администрацийĕн специалисчĕсенчен тăракан пысăк ушкăн Шăмăршă, Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Виçпỹрт, Пуянкасси тата Хайпăла ялĕсенче килĕрен çỹресе тĕрĕслев тата ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕ. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 18 пушар тухнă (2014 çулта – 15), 5244 пин тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Пушар вăхăтĕнче 2 çын сиенленнĕ, вилнĕ тĕслĕхсем пулман. Яланхи пекех пушар тухнă тĕслĕхсем çынсем пурăнакан çуртсенче электрообору- довани приборĕсемпе усă курас йĕркесене пăхăнманни, вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе çыхăннă. 

А. НИЗАМОВ, Шăмăршă районĕнчи 42-мĕш пушар чаçĕн сотрудникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика