09 декабря 2015 г.
Хăйне майлă тĕкĕр темелле вăл: начаррине хурлать, лайăххине ырлать. Пĕр сăмахпа, вулакан хаçатра хăйне кирлине, кăсăклине тупатех. Пытармалли çук: район хаçатне ытларах аслă ăрури çынсемпе пенсионерсем çырăнса илеççĕ, вулаççĕ. Халĕ шăпах çырăнтару тапхăрĕ пырать. Мĕнле йĕркеленĕ-ха ăна ялсенчи почта уйрăмĕсенче? Малтанах хăшпĕр кăтартусем çинче чарăнса тăрар. 2013 çулта «Шăмăршă хыпарне» почта уйрăмĕ урлă районта 1788 çын илсе тăнă. Çакăн хыççăн вара вулакансен йышĕ чакни курăнать: 2014 çулта - 1548 çын, 2015 çулта - 1428 çын. Паянхи куна илес пулсан, шел пулин те, хаçата çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăрас текенсем 1125 çынран ытла мар. Çырăнтару Пуянкассинче (58 экземпляр), Шăмăршăра (389 экземпляр) япăх пулнине палăртмалла. Мĕнрен килет-ха çакă? Тен, почтальонсем çынсемпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ? Паллах, никама та хистесе, вăйпа хаçат çырăнтараймăн. Кунта çынсемпе калаçма пĕлни, каласа ăнлантарни тĕп вырăнта пулмалла. Хăшпĕр ялсенче хаçат çырăнакансен йышĕ чакса пырать пулсан, Çĕнĕ Чукалта вара çулсерен ỹсет. Çамрăксем хаçат çырăнманни те пăшăрхантарать. Пĕтĕм информацие компьютер урлă пĕлеймĕн вĕт. Кулленхи çĕнĕ хыпарсем вара шăпах район хаçатĕнче. Сăмах май, сире интереслентерекен материал- сем кашни номертех пур. Апла пулсан, çырăнăр хаçата - вулăр, шухăша кайăр, тус-юлташăрсемпе сỹтсе явăр, ыттисене те «Шăмăршă хыпарне» çырăнма ỹкĕте кĕртме тăрăшăр. Хаçатсăр пурнăç - пурнăç мар. Хамăра илес пулсан, эпир вулакансен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Почтальонсенчен те пулăшу ыйтас килет - çырăнтару тапхăрĕнче активлăрах пуласчĕ, çынсемпе тăтăшрах тĕл пулса калаçасчĕ. Предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен те район хаçачĕ яланах алă айĕнче пулмалла. Ку тĕлĕшпе ертỹçĕсем çине тăни те кирлĕ.
В.МИХАЙЛОВ, хаçат корреспонденчĕ.