Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Онкологи диспансерĕн çĕнĕ корпусĕ пулĕ

09 декабря 2015 г.

Палăртнă объекта 2012-мĕш çулта тума пуçланă. Смета тăрăх - çуртăн пĕтĕмĕшле хакĕ 950 млн тенкĕ. Объектра пурĕ 130 çын тăрăшать. Паянхи куна строительсем сантехника, штукатурка тата ытти шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре вилекенсен сăлтавĕ ытларах чухне шыçă чирĕ пулнине палăртаççĕ тухтăрсем. Шăпах çак чире сиплес тĕллевпе пуçланă та онкодиспансер çумĕнче çĕкленекен çĕнĕ корпусăн строительство ĕçне. Палăртнă объекта Чăваш Ен ертỹлĕхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать. Çак ĕçе пурнăçлама федераци хыснинчен тата 294 млн тенкĕ уйăрса пама шантарнă. Республика бюджетĕнчен ку тĕллевпе пĕтĕмпе 68,7 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă. Декабрь уйăхĕн 7-мĕш тĕлне объекта 60 процента çити хатĕрлесе çитернĕ те ĕнтĕ. Михаил Игнатьев диспансерăн çĕнĕ хирурги корпусĕ Шупашкарта Европа стандарчĕсемпе пĕр шай шыçă чирĕсенчен сипленме витĕм кỹрессе уйрăммăн палăртса каланă. Чирлисем валли больницăра сипленме пур условисем те пулĕç. Çитес çул вĕçĕнче корпусра операцисем тумалли уйрăма хута ярасшăн. Медицина хатĕрĕсене туянма 220 млн тенкĕ кирлĕ пулассине, асăннă çурта 2017-мĕш çулта пĕтĕмпех хута ямаллине пĕлтернĕ. «Объекта хута ярсан, шыçă чирĕсемпе аптракансене вăхăтра сипленме, çулталăкне 5 пин операци туса ирттерме те май пулĕ. Çак ĕçсене пĕтĕмпех республикăра пурăнакансем вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе усă курччăр тесе пурнăçлаççĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Паянхи пурнăç таппинче медицина пайне модернизацилени, специалистсен пĕлĕвне ỹстерсе пыни – пĕтĕмпех ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама май парать. Регионта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессин калăпăшĕ юлашки виçĕ çулта палăрмаллах ỹсрĕ», - тенĕ Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç министрĕ Алла Самойлова та строительсемпе тĕл пулнă вăхăтра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика