Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн вăл инсульт?

09 декабря 2015 г.

Унăн сăлтавĕсем пуç мими е мăй çинчи юн тымарĕсем сиенленнине пула кислородпа тата тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерейменнипе çыхăннă. Юн тымарĕсем час-часах атеросклероз тата гипертони чирĕсене пула хавшаççĕ. Инсульт паллисенчен пĕри - хусканусен килĕшỹлĕхĕ чакни, çỹренĕ е тăнă чухне тĕреклĕх çукки, çăтма тата сывлама кансĕр пулни. Инсульт вăхăтĕнче тăна çухатасси, пуç вăйлă хĕссе ыратни, кăмăл пăтранни те пулма пултарать. Çак паллăсем 24 сехетрен те иртсе каймасан инсульт тесе шутлаççĕ. Çак чиртен епле сыхланмалла: - артери юн пусăмне йĕркене кĕртмелле; - диетăна çирĕп пăхăнмалла, холестерин чакаракан препаратсем ĕçмелле; - тромбсене - юн тымарĕнче юн хытса ларнине - хирĕç кĕрешекен препаратсем (аспирин, клопидогрел) ĕçмелле. Инсультпа чирлĕ çынна тỹрех пульницана леçмелле. Инсультран сыхланма сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те пулăшать - туртакансен, эрех- сăрапа ашкăнакансен, хусканусем сахал тăвакансен хушшинче хăрушлăх пысăкрах. Врачсен сĕнĕвĕсемпе килĕшỹллĕн, сывлăхăра упраса пурăнăр! 

А.МОЛОСТВОВ, врач-невролог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика