Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла пăхсан - малаш

12 декабря 2015 г.

- Ку тĕлĕшпе ĕçлеместпĕр мар. Кăçал Октябрь урамĕнче хытă сийлĕ çул тума пуçларăмăр. Çак ĕç Президент программипе килĕ- шỹллĕн пурнăçланать, - терĕ Геннадий Петрович. Ял поселенийĕн администрацийĕ ку ĕçе малтанласа хăй вăйĕпе пуçăннă, 700 метр çула хăйăр, трепел сарса тухнă, çул витĕр шыв юхмалли хатĕрсемпе те чăрмавсем пулмĕç. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: ял урамĕнчи çул сарлакăшĕ - виçĕ метр. Маларах чĕркуççи таран пылчăк ашнă пулсан, малашне пушмакпа çỹрĕпĕр. Çитес çул Мир урамĕнче те 1100 метр хытарнă çул сарас ĕмĕтлĕ-ха. - Геннадий Петрович, çул пулсан ял та пурăнать. Çавах та çынсен çырма-çатра урлă каçса çỹреме те тивет вĕт. - Ку тĕлĕшпе ĕçлеместпĕр теесшĕн-и? Тимлĕхре тытатпăр çакна. Çитес çул, сăмахран, Пулмантăш çырми урлă кĕпер хывас тетпĕр. Май килсен, ыттисене те юсаса çĕнетĕпĕр. - Мĕскер туса ирттерни лайăх тейĕпĕр. Пурнăç вара малаллах вĕт. - Тавлашмастăп: вăхăта тытса чараймăн 0 вăл хăйĕн юхăмĕпе пырать. Хальхи вăхăтри тĕп ыйтусенчен пĕри - çынсен пай çĕрĕсене регистрацилесси. Сахал мар вĕсем. Çулталăк вĕçлениччен регистрацилемелли 230 гектар юлнă. Малашне çĕрпе усă курнине çирĕп тимлĕхре тытма палăртатпăр. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ В.Путин та Федераци Пухăвне тухнă Çырура çивĕч ыйтусем хускатнă. Шел пулин те, халлĕхе çĕрпе кирлĕ пек усă курма пĕлейместпĕр-ха. - Мĕнле-ха апла? Акă, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе кашни лаптăка ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Килти хушма хуçалăхсем те хăйсен анкартисене юхăнтарасшăн мар. - Ку тĕрĕсех. - Тепĕр ыйту, Геннадий Петрович: ялсем ватăлса е çамрăкланса пыраççĕ? Демографи шайĕ мĕнлерех? - Çынсем çуралассипе вилесси пĕр шайра тенĕ пулăттăм. Çав вăхăтрах ял тăрăхĕнче пушă ларакан çуртсем - 68. Ялта нумай ачаллă çемьесем - саккăрăн. Кăçал пĕр çемье опекунство йĕркеленĕ. - Выльăх сасси илтĕнмесен те ял пушă пек туйăнать... - Ялсенче ĕне-выльăх сахал мар усракансем йышлă. Лаша тытакансем те пур. Çынсене сĕт хакĕ çеç тивĕçтерсе каймасть. Анчах ку - пиртен килекен сăлтав мар. Продукци пуçтаракан предпринимательсем хушшинчи конкуренци вара яланах пысăк. - Тавах сире, Геннадий Петрович, калаçушăн. - Хăвăра та çакнах калас килет: инçе çула кĕскетсе пирĕн тăрăха та тăтăш килсе çỹрĕр.

В.МИХАЙЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика