Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç лайăх ĕçлеме пĕлсен

12 декабря 2015 г.

Çĕнĕ Чукалти Угаринсен шухăшĕпе, йывăрлăхран тухмалли тĕп меслет - выльăх-чĕрлĕх усрани. Çакăн усси вара куçкĕретех. - Килте кĕрĕк арки йăваласа ларнипе мĕн пултăр? - тет Любовь Зиновьевна. - Хăвăрах куратăр - витесем пушă мар. Сăвăнакан икĕ ĕне, икĕ пушмак пăру, пĕр çамрăк пăру, тăхăр сурăх тытаççĕ Угаринсем. Сысна амисем - виççĕ. Çемье, вĕсене çăвăрлаттарса, çурасене те сутать. Шутласан, ир пуçласа каçчен - хĕрỹ ĕç, тепĕр чух ларса канма та вăхăт çук. Тăрăшнин, вăй хунин усси вара пурах. - Сĕт юр-варĕ, аш-какай - пурте хамăрăн - лавккана, пасара çỹременпе пĕрех, - пытармасть кил хуçин мăшăрĕ. Йышлă выльăха усрама, паллах, апат та сахал мар кирлĕ. Угаринсем вара выльăх çимине кашни çулах çителĕк- лĕ таран хатĕрлесе хăвараççĕ. Кунта трактор, автомашина пурри те пысăк пулăшу кỹрет. Курăк пур çĕрте те ỹсет - çулса пуçтарма çеç ан ỹркен. Эпир пынă чух кил хуçи - Петр Ананьевич - хăйĕн «хурçă утне» юсатчĕ. - Хамăр та ватăлатпăр та, техника та кивелет - ăна вара арăма юратнă пек юратмалла, çĕнĕ пурнăç памалла, - çакăн пек пулчĕç унăн сăмахĕсем, инструментсемпе ĕçленĕ май. - Ĕçлемелли темĕн чухлех. Хальхи вăхăтра ял çыннисене хумхантараканни - сĕт ыйтăвĕ. Халĕ унăн пĕр литрне 16 тенкĕпе пуçтараççĕ. Минерал шывĕпе танлаштарсан, самаях йỹнĕ. Мĕн тăвăн? Продукцие сая ярас килмест вĕт. ... Мал ĕмĕтпе пурăнать ял çынни - ыррине çеç шанать. Ку çакăн пек пулмалла та - тем пекехчĕ...

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика