Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район энциклопедийĕ пулĕ

12 декабря 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов пухăннисене энциклопеди хатĕрлес ыйтăва нумаях пулмасть район депутачĕсен Пухăвĕнче пăхса тухни, çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ уйрăм йышăну туни пирки пĕлтернĕ. Унта пулас энциклопедийĕн 6 çынран тăракан редакци коллегине тата кĕнеке валли кирлĕ материал пухас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăна çирĕплетнĕ, кĕнеке калăпăшне палăртнă. Энциклопедире район тата ялсен историйĕ, культури, обществăлла аталанупа экономики, районпа ялсене аталантарас тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹсем тунă тата нумай çул хушши тăрăшса ĕçлесе чыспа хисепе тивĕçнĕ çынсем çинчен кĕскен çырса кăтартни пулĕ. Кĕнеке вырăсла тухĕ, тĕрлĕ сăнỹкерчĕксемпе илемленĕ. «Район энциклопедине хатĕрлесе кăларма, паллах, укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ пулать. Кĕнекен пĕр экземплярне пичетлесе кăларма 500 тенкĕрен кая мар укçа кирлĕ пулĕ, паянхи кăткăс лару-тăрура район бюджетĕнчен уйăрнă укçапа кăна вăй çитереймĕпĕр. Çавăнпа та район патриочĕсемпе ыркăмăллă çынсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, предпринимательсемпе бизнесменсем те пулăшасса шансах тăратпăр.Сирĕн ят-шывăр та энциклопеди страницинче тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен кăна эпир 2017-мĕш çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне хатĕрлесе çитерсе хамăрăн тăван район йĕркеленсе кайни 80 çул тултарнă тĕле пысăк парне тума пултарăпăр», - терĕ пухура чăваш халăх ăсчахĕ, редколлеги членĕ Герман Ларшников. Çавăн пекех пухура М.Захаров, В.Андронов, А.Малеева районти паллă краеведсемпе П.Фомин, И.Саландаев журналистсем, М.Ванюшин, З.Свеклова, Р.Минеева педагогсем, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн секретарĕ В.Фадеев тухса калаçнă, паха сĕнỹсем панă. Вĕсем çитес пухăва çĕнĕ çулхи январь уйăхĕн вĕçĕнче ирттерме калаçса татăлнă. Район энциклопедине хатĕрлесе кăларас ĕçре сĕнỹсем, материалсем пухма, укçа-тенкĕ парса пулăшас текенсене хаçат редакцине 2-33-52 номерпе е район администрацине 2-32-48 номерсемпе телефонпа шăнкăравлама е кĕрсе тухма ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика