16 декабря 2015 г.
- Пире чи малтан мĕн кăсăклантарать? Паллах, ялхуçалăх ыйтăвĕсем, - терĕ фермер. - Малалла утсан ăнăçу пулассине палăртнă çĕршыв ертỹçи. Халĕ никама та çăмăл мар. Фермер хуçалăхĕсем пирки те çакна каламалла. Ĕлĕкрех колхоз-совхозсем пулнă та, халăх пурнăçĕ те тулăх пулнă темелле. Халĕ пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен ĕçне фермерсем малалла тăсаççĕ. Хăшĕсен ĕçĕ чăннипех ăнса пырать тесен те юрать. А.Сатеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ - районта чи пысăккисенчен пĕри. Хуçалăхра усă куракан çĕрсем 1300 гектар ытла. Вĕсенчен вара пĕр гектар та усăсăр выртмасть - тар тăкнине тухăçпа тавăрать. Ку çапла пулмалла та. Александр Иванович каланă тăрăх, шел пулин те, çанталăк условийĕсене кура кăçал палăртнă чухлĕ тырпул пухса кĕртме май килмен. Çавах та кĕлетсем пушă тесе калаймăн: çитес çураки валли вăрлăх çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăварнă. Вăрлăхсем тенĕрен, кунта сутмалăх 25 тонна пысăк сортлă вика тата 3 тонна люцерна пур. Вĕсем - хуçалăхра çитĕнтернисем. Çĕр хăйне пăхнине юратать. Фермер хуçалăхĕнче çитес çулхи çуракине ирттерме çĕртме сухи туса хăварнă. Акăнмасăр юлакан лаптăксем пулмалла мар. Паллах, вăхăт çитсен, çуркунне тăри юррипе трактор-машина сасси пĕрлешĕç, каярахпа уй-хирсенче ăрша вылянине те курăпăр. Мал ĕмĕтлĕ фермер çитес çул пĕрчĕллĕ культурăсене 900 гектартан кая мар акса хăварасшăн. Выльăх-чĕрлĕх валли кукуруза 100 гектар пулĕ. Выльăх-чĕрлĕх тенĕрен, фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем çĕр пуç ытла шутланаççĕ. Сăвăнакан ĕнесем - алла яхăн. Çавăн пекех А.Сатеев Калуга облаçĕнчен çĕнĕ аш-какай ăратлă ĕнесем кỹрсе килнĕ. Вăл каланă тăрăх, вĕсем пысăк пахалăхлă (мраморное мясо) аш параççĕ. Çак кунсенче хамăр республикăрах хура-шурă ăратлă пĕтĕ пушмак пăрусем илсе килме палартнă. Сăмах май, кунта ĕнесем талăкра 15 килограмран кая мар сĕт антараççĕ. Хуçалăхра, мăйракаллă шултра выльăхсемсĕр пуçне, сыснасем те пур. Фермăра пилĕк çын ĕçлет. Витесене çуллах юсаса хăварнă. Халĕ фермер хуçалăхĕнче 190 пуç ĕне выльăх усрамалăх çĕнĕ вите тăваççĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Çак чăнлăха та шута илнĕ фермер: ытлă-çитлĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварнă.
В.НИКОЛАЕВ