16 декабря 2015 г.
ЯЛСЕНЧЕ пурăнакансен кулленхи пурнăçа сыпăнтарса пыма, кил-тĕрĕшри тăкаксене саплаштарма сĕт сутни пулăшать. Шел, хакĕ сахалтарах та, мĕн тăвăн - куллен суса илекен продукцие сая ярас килмест-çке: сахал пулсан та - «чĕрĕ» укçа вĕт. Усламçăсем вара хака ỹстересшĕн мар - чакарса çеç пултăр: хăйсемшĕн тупăшлă. Çак кунсенче районта сĕт хакĕ пирки ятарлă канашлу пулса иртнĕ. Унта сĕте йышăннă чух ун хакне, пахалăхне патшалăх енчен йĕркелесе тăрас ыйтусене хускатнă. Канашлура районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци ертỹçи ĕнесене лейкоз чирĕнчен сыватас ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи В.Алексеевпа тата кунти тĕп специалист Н.Вазанов сĕт пахалăхне лайăхлатмалли майсем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех, сĕт хакĕ пирки те ыйтусем хускалнă. Сутăнакан сĕт хакне палăртнă чух продукцин сĕтри белок хисепне шута илни те пĕлтерĕшлĕ. Халĕ ялсенче усламçăсем çынсенчен сĕте 16 тенкĕпе йышăнаççĕ. Унăн хакĕ вара 17 тенкĕрен кая мар пулмалла. Çакна ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен те тĕрĕслесех тăмалла.